Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхĕшĕн тăрăшаççĕ

30 июля 2014 г.

Треньел ялĕнче 15 çул каяллах культура çурчĕ çĕкленчĕ. 2001 çулта вара уçса кĕртрĕç. Малтанах клуб ертỹçи пулма Полина Логуновăна лартрĕç. Вăл тăрăшнипе ялта çамрăк хĕрсен "Треньел чечекĕсем" ташă ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне район шайĕнче çеç мар, республикăра та чылай кăтартнă. Хисеп хучĕсем те нумай. Ял хушшинче кăна мар, район, республика шайĕнче те пысăк парнесем илме тивĕçнĕ вĕсем. Йĕпреç поселокĕнче иртекен "Грани клубного творчества" конкурса хутшăнса малти вырăна йышăнма пултарчĕç.

2005 çултанпа Елена Сорокина культура çур-чĕн йывăрлăхĕсене хăй çине илчĕ. 2006-2007 çулсенче Валерий Петрович Рубцов пулăшнипе газ кĕртрĕç, культура вучахне пуянлатрĕç, капăртлатрĕç. Республикăра иртнĕ "Яланах театр" фестивале хутшăнса "Тĕпел" драма кружокĕн хастарĕсем "Праски кинеми мыскарисем" ятлă сценкăпа "Дебют" номинацинче 2-мĕш степеньлĕ лауреат ятне илнĕ.

2014 çул Культура çулталăкĕ пулнă май, кăçал кунта чылай ырă улшăнусем турĕç: çĕнĕ алăк лартнă, çурта шал енчен сăрласа илемлетнĕ тата ытти те. Ял халăхĕн вăхăтне усăллă та кăмăллă ирттерес тĕллевпе концертсем, ташă каçĕсем йĕркелеççĕ, районсенче иртекен ытти мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ Треньелсем.

К. ЮМАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика