30 июля 2014 г.
Пысăках мар Треньел ялĕнче çуралса ỹснĕ Анастасия Пыркина кăçал 89 çул тултарчĕ. 20 çулхи хĕр ял каччипех пĕрлешсе пурнăç çулĕ çине тăнă, ывăл ача çуратнă. Çăмăл пулман унăн ĕмĕрĕ. Мăшăрĕ Çĕпĕртен таврăнайманни те чылай хуçса хăварнă кинемее. Николай ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ вăл.
_ Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ. Курăкпа крахмал çисе пурăннине паянхи кун пек ас тăватăп... _ аса илет Анастасия Ивановна. Кинемей сăмах пуçарнă хыççăн йывăррăн сывласа илсе пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ... Иртнĕ кунсене аса илме çăмăл мар, паллах, ватă карчăка.
_ Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçлерĕм. Заводпа фермăра та нумай вăй хунă. Тырра алăпа выраттăмăрччĕ. Шурăмпуçпа ĕçе пикенсе хĕвел ансан çеç киле таврăннă. Çĕрĕпе куç хупмасăр ĕçлени те чылай пулнă, _ тет ватă.
Пĕчченлĕх хăратман ăна. Вăл нихăçан та йывăр вăхăтра алă усса ларман.
Ялта та хисеплĕ Анастасия Ивановна. Пурнăç паттăрĕ пархатарлă ĕçшĕн сахал мар медаль, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл ывăлĕпе пурăнать, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
К. ЮМАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)