30 июля 2014 г.
Хĕвелпе пĕрле тăрса пуçтарăнса тухса утать юратнă ĕçне Тăрăн ялĕнчи ĕне ферминче вăй хуракан М. Яковлева (сăн ỹкерчĕкре). Кунта ăна çĕр каçа тунсăхланă пĕчĕк пăрусем кĕтсе тăраççĕ. Хăйсене чун-чĕререн юратса пăхакана курсанах сас параççĕ.
Шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçлать Мария Николаевна. Çавăнпах вăл çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Унăн ĕçне кăçалхи Акатуйра "Чи лайăх выльăх пăхакан" ят парса тата сумлă парнепе хакланă.
_ Мария Николаевна, эсир миçе çул фермăра ĕçлетĕр? _ 2004 çулта аннене пăхма тата тăвансемпе çывăхрах пулас тесе Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче ку яла куçса килтĕмĕр. Килте вăхăт усăсăр ирттерес мар тесе фермă
на сукмак хыврăм. Малтан улăхра ĕнесене кантарса çỹреттĕм. Тепĕр çулхине пăрусене пăхакан çын кирлине пĕлтерчĕç. Мĕн ачаран выльăхсене пăхма юратнăран хаваспах унта куçрăм. Вунă çул иртни сисĕнмерĕ те... Кăçал ман ĕçе район шайĕнче пысăка хурса хаклани малашне тата та тăрăшарах вăй хума хистет.
_ Эсир пăхакан ушкăнра миçе пăру тата вĕсене пĕр-пĕринчен мĕнле уйăратăр?
_ Хальхи вăхăтра эпĕ утмăла яхăн пăру пăхатăп. Амăшĕнчен уйăрнă çамрăк выльăхсене ман ушкăна куçараççĕ. Вĕсене утă чăмлама тата типĕ çăнăх çиме хăнăхтаратăп. Чирлесрен те сăнасах тăратăп. Пăрусем пĕчĕк ачасем пекех: хăйсене юратнине, ачашланине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Кашнине ят паратпăр. Вăхăт иртнĕçем сасран, тĕсрен, тыткаланинчен уйăрма пуçлатăп.
_ Эсир выльăхсене юратни сисĕнет, килĕрте те йышлă усратăр пуль?
_ Нумаях мар: пĕр ĕне, кăвакалсем, сыснасем, чăхсем. Кăçал тата чĕпсем те хутшăнчĕç-ха. Кашни кунах ĕçе кайиччен мăшăрпа пĕрле пурне те апат çителĕклĕ парса хăваратпăр. Кăнтăрла та вĕсен умĕнчех тăпăртататпăр. Выçă выльăхран продукци илме çук-çке. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ваттисем ахальтен каламан.
_ Мария Николаевна, хăвăр çемйĕрпе кăштах паллаштараймастăр-ши?
_ Мăшăрпа виçĕ ача _ икĕ хĕр те пĕр ывăл _ ỹстерсе ура çине тăратнă. Пурне те тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Аслă хĕр И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ. Вăталăххи фармацевт профессине алла илнĕ, Шупашкарти пĕр аптекăра ĕçлет. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Кĕçĕнни Мускав хулинче вăй хурать.
Д. КУСТОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)