23 июля 2014 г.
Турхан ял тăрăхĕнче саккăрмĕш хут иртекен Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕ июлĕн 19-мĕшĕнче Раççей, Украина ỹнерçисен ĕçĕсен куравĕпе вĕçленчĕ.
Церемоние хупнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан А. Алексеева, Украина халăх художникĕ, Раççей ỹнерçисен академийĕн Хисеплĕ академикĕ, Украинăри художниксен наци союзĕн Харьковри организацийĕн председателĕ В. Ковтун, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, Елчĕк район администраци пуçлăхĕ Н. Миллин, Раççей халăх художникĕ, ỹнерçĕсен Раççей академийĕн президиумĕн членĕ, Чăваш Енри ỹнерçĕсен союзĕн председателĕ Р. Федоров, "Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята тивĕçнĕ Л. Кураков, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче А. Кокелĕн ĕçне тĕпчекен лаборатори ертỹçи В. Васильев, А. Кокелĕн тăванĕ Н. Сергеев тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Мероприятие килнисем А. Кокелĕн музейне çитрĕç, пленэра хутшăнакансен ỹкерчĕкĕсене пăхрĕç.
_ Эсир çĕнĕ талантсене тупма, тăван çĕрĕн илемне лайăхрах курма пулăшатăр, çынсенче патриотлăх туйăмне çурататăр, _ терĕ Республика Пуçлăхĕ куравпа паллашнă май. Пăлхануллă вăхăтра Украинăпа чăваш халăхĕ хушшинчи туслăха çирĕплетме май тупнăшăн В. Ковтуна тата В. Васильева тав турĕ. Вĕсене тата Н. Сергеева Тав хучĕсемпе асăнмалăх сехетсем парнелерĕ.
Украина хăни В. Ковтун Турхан тăрăхĕнче _ А. Кокель çуралнă вырăнта _ илемлĕ вырăнсем нумаййине палăртрĕ. Вăл тата унăн вĕренекенĕ М. Малинина республикăна хăйсен картинисене пачĕç. Пленэра хутшăнакансем хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, ĕçлеме условисем туса панăшăн тав турĕç.
Сăмах май, А. Кокель пленэрĕ пирĕн районта 2007 çултанпа иртет. Унта 70 ытла Раççей тата Украина художникĕ хутшăннă, 700 ытла картина çырнă. Произведенисем нумайланнă май 2009 çулта И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче А. Кокелĕн музейĕ уçăлнă. Çавăн пекех Турхан ял тăрăхĕн илемне пир çине сăнланă пейзажсене Раççейри, Украинăри, Китайри, Германинчи, Францинчи, Италинчи, Америкăри музейсенче, уйрăм çынсенче пур.
Çак кунах М. Игнатьев "Труд", "Исток", "Батыревский" хуçалăхсенче пулчĕ. Сухан вăрлăхĕн, тырă тата горчицăпа вика хутăшĕн, сахăр кăшманĕпе çĕр улми уйĕсемпе паллашрĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)