12 июля 2014 г.
Ĕне-выльăх кĕтỹрипе усă курса "Исток" çĕр ĕç фирмин Тăрăнти ферминче пикенсех хĕле хатĕрленеççĕ. Витесен стенисене шуратнă, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ятарлă бригадине чĕнсе илсе дезинфекцилеттернĕ. Ĕнесем пăрулакан тата пăрусем тăракан уйрăмсен урайĕсем йывăçран, унта та çĕрнисене çĕннисемпе улăштарнă. Ытти çĕрте вара бетон сарнă, вĕсем йĕркеллех тăраççĕ. Ай сарăмĕ вырăнне выльăхсене пăчкă кĕрпи сарса параççĕ.
Фермăра час-часах санитари кунĕсем тата субботниксем йĕркелени те сисĕнет. Территоринче таса, тирпейлĕ. Çỹллĕрех ỹснĕ курăксене вăхăтран-вăхăта çулса тăраççĕ. _
Ĕне-выльăх шучĕ 424 пуç, вăл шутран сăвăнаканни _ 170. Паяна пĕр ĕне вăтамран 16,5 килограмм сĕт антарать. Кăтартусене тата лайăхлатма шухăшлатпăр. Нумай пулмасть кăна Тутар Республикинчен ăратлă 27 пушмак илсе килтĕмĕр. Вĕсене хальлĕхе карантина хупнă. Çывăх кунсенче йыша тата ỹстересшĕн _ Елчĕк районĕнчен 28 пушмак туянма палăртнă, _ тет хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ М. Азизов.
Агрофирмăра выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Акă, ĕнесене каçпа сунă хыççăн уçăлтарма кăлараççĕ. Умĕсенчен апат татмаççĕ. Кашни кунах йĕтрене, вăрă чустине, пусыпкăна тата симĕс курăка миксерпа хутăштарса параççĕ. Çавăн пекех улăм, шыв çителĕклĕ. Рацион пуян пулнипех сĕтри çу хисепĕ те пысăк _ 3,5 процент.
Сывă выльăх кăна продукци парать. Çакна шута илсе ветеринари правилисене çирĕп пăхăнаççĕ. Кашни ĕнен хăйĕн кĕнеки пур, унта вăл мĕнпе чирленине, сипленине тата ыттине çырса пыраççĕ. Чулхуларан специалистсем килсе УЗИ те тăваççĕ. Искусствăлла майпа ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕсемпе йăхтараççĕ.
Сивĕ те вăрăм хĕл валли хуçалăхра çулленех апат çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Хальлĕхе 1300 тонна ытла сенаж янтăланă. Кăçал туяннă "Полесье" комбайн хирте мăнаçлăн пырать. Вăл кушăхнă курăка пуçтарса вĕтетет. Руль умĕнче агрофирмăри çамрăк механизаторсенчен пĕри _ М. Кузьмин. Ешĕл çимене 6 техника _ 4 тракторпа 2 автомашина _ турттарса тăраççĕ.
Çамрăк пăрусене çитерекен утта та тюкласах ферма çывăхне илсе кайса хураççĕ. Сăмах май, типĕ курăка пĕр çул ỹсекен курăксенчен тата нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулнинчен янтăлама палăртаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)