18 июня 2014 г.
Шурă çỹçлĕ ватă тухтăрсем,
Шур халатлă çамрăк хастарсем,
Шурă тумлă шурă аппасем,
Чăн сăпайлă çепĕç сестрасем.
Тав тăватпăр сире кăмăлтан,
Ыр сунатпăр ăшшăн, чĕререн.
Халăх хисепленĕ авалтан,
Сума сунă сире ĕлĕкрен.
Чирлĕ çынсене ыр канашпа
Ялан хатĕр пире пулăшма,
Сывататăр ăшă сăмахпа,
Эмелпе те, çутă шанчăкпа.
Эсир пирĕн тĕп сиплевçĕсем,
Пирĕн сывлăхăн хуралçисем.
Турă сывлăх патăр кашнине,
Хăй пиллетĕр пурнăç телейне.
Л. ЛЯЛЬКИН, Тăрăн
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)