Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыв _ Раççей мухтавĕ

11 июня 2014 г.

 Тăван çĕр-шыв, чунтан саватпăр

Сан илемне, сан ырлăхна.

Сан ăшшуна чунпа туятпăр,

Çĕклетпĕр сан пуянлăхна.

Тăван çĕр-шыв, тăван кĕтесĕм,

Кунта эп ỹсрĕм çитĕнсе;

Тăван çĕр-шыв, эс ман тĕрекĕм,

Мĕн пур çут шанчăк сан çинче.

Тăван çĕр-шыв, Раççей мухтавĕ,

Упра эс хăвăн халăхна.

Пулсамччĕ паттăр, чĕрĕ, сывă,

Ан çухатсам мăнаçлăхна.

Тăван çĕр-шыв _ Раççей хăвачĕ,

Нихçан пĕтми таса çăл куç.

Çĕр-шывăн шанчăклă çуначĕ,

Тăван çĕр-шыв _ аннемĕр Руç.

Тăван çĕр-шыв, санра куратăп

Раççейĕн ыранхи кунне.

Хам чĕрере сана упратăп,

Сан телейне, сан çутă ирĕкне.

Леонид ЛЯЛЬКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика