Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми уçрĕç

31 мая 2014 г.

Федот Александрович Ситов (Хветĕр Çитта) гварди майорĕ, фронтовик-çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа çуралнă çурчĕ умне çак кунсенче асăну хăми уçрĕç.

Кунта Йăлăмсем тата хăнасем чылайăн пуçтарăннă. Сумлă мероприятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Исток" агрофирмăн генеральнăй директорĕн çумĕ И. Соловьев, "Тăван Атăл" журналăн шеф-редакторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ А. Тарасов, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Кошкин _ Кервен хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç. Çитта тăванĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, РФ Патшалăх преми лауреачĕ В. Ситова çыравçăна манманшăн, хисеп тунăшăн, асăну хăмине уçма пулăшнăшăн тав турĕ. Федот Александровичăн хурăнташĕсем, ăна палланă çынсем ун пирки аса илчĕç.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче тăсăлчĕ. К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн артисчĕсем кунта П. Осипов çырнă "Икĕ каччăн пĕр шухăш" спектакле кăтартрĕç.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика