08 мая 2014 г.
Тăрăнта пурăнакан Николай Владимирович Крылов вăрçă ветеранĕпе тĕл пулсанах куç умне ватă асаттепе кукаçин сăнĕсем тухса тăчĕç: сăн ỹкерчĕкре иккĕшĕ те çавăн пекех кĕреçе сухаллă...
Микула пиччен те ватă çыннăн мăнаçлăх палли самай пуян: çăра та, вăрăм та, шуралнă та. Мĕн тесен те салтак тепĕр икĕ çултан тăхăр вуннă тултарать-çке! Хура-шурне самай курма вăхăчĕ çителĕклех темелле. Çулĕ шултăраланса пынăçемĕн вара пит çинчи пурнăç паллисем те йышланнă, алли-ури те тукмакланнă, курпунĕ те палăрать.
Коля каччă чухне те яштак йĕкĕтех пулман иккен. Калаçу пуçламăшĕнче кун пирки вăл шỹтлĕрех те аса илчĕ.
_ Салтак чупма кайсан эпир хамăр ушкăнпа пулас арăмăн килне те кĕнĕ иккен. Асламăшĕ ман çине пỹрнипе тĕллесе ыйтнине паянхи пекех лайăх ас тăватăп: "Ак ку пĕчĕкки тата камсен-ха? Вăл та салтака каять-и?"_ терĕ тĕлĕнсе. Ара, эпĕ ун чухне ыттисенчен уйрăлса тăни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çỹллĕшĕпе _ метр çурă, йывăрăшĕпе _ 48 килограмм..._ сухал айĕнче кулчĕ ватă.
Çапах та вун çиччĕри каччă Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме шанса панă пăшала ыттисемпе танах кăкăр çумĕнче çирĕппĕн тытнă. 1943 çулта ноябрьте, ялтан харăсах вун çичĕ çамрăк каччăна тăван-пĕтенĕ уй хапхинчен вăрçа кăларса янă.
_ Лашапа Вăрнара шăп та лăп икĕ талăк кайрăмăр. Ултă уйăх пире "полтинник" текен миномет вăрттăнлăхне вĕрентнĕ хыççăн алла вĕр çĕнĕ винтовка тыттарчĕç, _ синкерлĕ вăхăтсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ ветеран.
Салтакăн тарлă аттине пĕр хывмасăр çичĕ çул тăхăнма тивнĕ унăн! Вĕрентỹ хыççăн вăл ыттисемпе пĕрлех виççĕмĕш Прибалтика фронтне, (Псков çывăхне) çакланать. Штурмлакан батальонра разведкăн йывăр ĕçĕсене епле пурнăçланине паян кун та манмасть. "Çук" текен сăмах салтаксемшĕн пулман. Латвинчи пĕр чиркỹ çывăхĕнче пулса иртнĕ хĕрỹ çапăçура Николая командир патне штаба çыру çитерме хушсан та вăл çăмăллăн çеç аллине тăнлав çывăхне хунă: "Есть!" Нушаллă пулсан та разведчик задание ăнăçлă пурнăçланă. Шăпах çакăн чухне вăл штаб командирĕпе çывăхах паллашса каять. Ырханкка та шуранка чăваш каччи вырăсла лайăх сыпăнтарса калаçайманнине лешĕ çийĕнчех сиснĕ-тĕр. Тỹрех салтак ăçтан пулнине ыйтать. Николай Чăваш çĕр-шывĕнчен иккенне пĕлсен командир ăна ыталасах илет. Çапла паллашса каяççĕ аякри вăрçă хирĕнче Улатăр вырăсĕпе Тăрăн чăвашĕ. Ун пек чухне туслашнă юлташ вăртахран та хаклăрах. Вăл ăна çывăха илсе кантарнă, апатлантарнă... Ун хыççăн вара вĕсем урăх курнăçман. Шăпи нимĕн те паллă мар.
Пĕр çапăçура йывăр аманнă хыççăн Николай Владимировичăн госпитальте выртса сипленме те тивнĕ. Тĕрĕссипе, чылай салтак ун витĕр тухнă темелле. Хул суранĕ вăхăтра пирченĕ пулсан, ăна офицерсен шкулне те вĕренме яма пултарнă. Анчах шăпа тени урăхла çаврăнса тухнă. Çĕнтерỹ кунĕ хыççăн аманнисене хăйсен чаçне чĕнсе илнĕ те пиллĕкмĕш запас артиллери полкне малалла служба ĕçне тăсма янă. "Туянакансем" килсенех салтаксене юланутсемпе Луга хулине топографа вĕренме янă. Кунта вара тепĕр çулталăк иртнĕ. Пысăк полигонти вышкăсем тăррине тавралăха сăнама хырăмпа шуса хăпарнисене ла-йăх ас тăвать салтак. 1948 çулта Николай Владимировича Ленинграда пĕлĕвне малалла тăсма наука тĕпчев институтне янă. Кунта икĕ çул топографсен уйрăмĕн командирĕ пулать. Аллăмĕш çулта çеç тăван яла таврăнать салтак.
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи техникумра мелиораци уйрăмĕнче специальность илни ăна пурнăçра та, салтакра та вырăнлă пулнă. Çар тумне тăхăниччен çамрăк каччă Таджикистанра ĕç стажне пуçланă, шăвармалли системăпа ĕçленĕ, çĕр айĕнчи пăрăхсенче тулса ларнă пăкăсене инструментсемпе шыранă. Салтак аттине хывнă хыççăн хĕрĕх ултă çул тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă. Чи нумай опыт пухни вара çул-йĕр юасакан участокра: мастарта, техникра, инженерта... Шурсухал калашле, участок ертỹçинче çеç ĕçлесе ĕлкĕреймен.
Хальхи вăхăтра Н. Крылов ветеран сывлăх тĕлĕшĕнчен йăшнă пулин те хавхаланăвĕ пысăк-ха. Мăнукĕсен, вĕсен ачисен савăнăçĕпе, çитĕнĕвĕпе, киленсе пурăнни вăй хушать ветерана.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)