30 апреля 2014 г.
Тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа çиçсе тăракан Тăрăн чиркĕвне ватти те, çамрăкки те питĕ йышлăн пухăнчĕ. Çур çĕр тĕлĕнче чансем янраса кайрĕç. Вĕçĕ-хĕррисĕр халăх çуртасем çутса чиркỹ тавра çаврăнчĕ. Мăнкун кĕлли пысăк çĕкленỹпе иртрĕ. Чиркỹ хорĕпе ылмашăнса ачасен ушкăнĕ те черетленсе юрларĕ. Чиркỹ настоятелĕ Серафим игумен Аслă Мăнкун ячĕпе саламларĕ, проповедь вуларĕ.
Тăрăнти Мăнкун уявне район ертỹçисем тата тĕрлĕ шайри пуçлăхсем хутшăнни ун пĕлтерĕшне тата ытларах çĕклерĕ. Ял çийĕн кунĕпех чан сасси янăрарĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)