Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ячĕпе _ асăну хăми

02 апреля 2014 г.

 Историн тĕрлĕ тапхăрĕнчи вăрçăсенчен Афганистан пиншер çыннăн чĕринче пирчейми йĕр туса хăварчĕ. Вунă çула яхăн тăсăлнă хăрушă хирĕç-тăру пин-пин яш каччăн çамрăклăхне татрĕ, çемьесене телейсĕр турĕ...

Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче сăртлă-туллă çĕр-шывран Совет çарĕсене илсе тухнăранпа 25 çул çитрĕ. Паллă кунпа çыхăннă мероприятисем пирĕн районта та йышлă иртнĕ. Вĕсем малалла та тăсăлаççĕ. Çак кунсенче çеç республикăри тата районти Афган вăрçин общество организацийĕ Треньелĕнчи шкул-сад коллективĕн пуçарăвĕпе ял паттăрне Станислав Васильевич Эльмуков афганеца асăнса тата унăн çутă сăнарне асра тытса вăл çуралса ỹснĕ çурт çине асăну хăми çакнă.

Йышлăн пуçтарăннă синкерлĕ шăпине пула пиртен вăхăтсăр уйрăлнă салтака хисеп тума: ял çыннисем, тăванĕсем, пĕрле вĕреннĕ, çарта юнашар пулнă тус-юлташĕсем... "Ыр çын вилсен, ыр ят юлать", тенĕ ватăсем. Тухса калаçакансем салтакăн сăпайлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, тỹрĕ кăмăллăхĕ тата ытти çынлăх енĕсем пирки чылай аса илнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В. Алексеева, Тăрăн ял пуçлăхĕ К. Михеев, П. Логунов афганец, тĕп хуламăрти афганец-ветерансен организацийĕн членĕ И. Иванов, çак тытăм хастарĕ, "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден кавалерĕ А. Григорьев, А. Быковпа Т. Власова çывăх юлташĕсем унăн ырă ĕçĕсемпе паллаштарнă, ачалăхне куç умне кăларнă. Анчах шел, салтака вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăнса та хăналăх пурнăçра ватăличчен савăнса пурăнма Турă çырман _ икĕ çар медальне тивĕçнĕ паттăр сарăмсăр инкекре вăтăр виçĕ çултах куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Мероприятие хутшăннисен пысăк ушкăнĕ салтакăн вил тăпри умĕнче пуç тайса чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн Треньелĕнчи шкул-садра унăн пурнăçĕпе çыхăннă презентацине пăхнă, шкул ачисем хатĕрленĕ концертра савăннă. Асăну кунĕпе çыхăннă уяв мĕн каçченех тăсăлнă: тĕрлĕ ушкăнри хастарсем шашкăлла та, волейболла та вылянă, автомата хăвăрт сỹтсе пуçтарассипе те тупăшнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика