15 марта 2014 г.
Çуркунне, ăçта çухалтăн,
Ма килместĕн вăхăтра?
Тен, пире манса та кайрăн,
Эс çỹретĕн аякра.
Те кăрлач ку, те пуш уйăх,
Çук, çанталăк ăшăтмасть.
Чĕреме хупларĕ тунсăх,
Тытнă ĕçĕм те ăнмасть:
Парăнмасть хаяр хĕл кунĕ,
Çурхи кун ăшши килмест.
Тухрĕ сивĕ çил-тăманĕ,
Çĕрĕпе ыйăх килмест.
Кураксем халь те килмен-ха,
Васкамаççĕ час çитме.
Ах, çанталăк, ма пĕлмен-ха
Çакăн пек пулассине?
Çул-йĕрсем пăрпа хупланнă,
Ниепле утма май çук.
Вăхăт мĕншĕн кая юлнă,
Хăçан килĕ ăшă çу?
Хаклĕ тусăм, ас илер-и
Иртсе кайнă кунсене,
Тепĕр хут çитсе килер-и
Яшлăхри çуркуннене.
Ака уйăхĕ çитсессĕн,
Пурпĕр ярĕ ăшăтса,
Çурхи ăшă çил вĕрсессĕн,
Шывсем юхĕç явăнса.
Кăнтăртан час вĕçсе килĕç
Кураксем, шăнкăрчăсем....
Пирĕн пур чи хаклă тивĕç_
Хатĕрлетпĕр вĕллесем.
Çут хĕвел çỹле çĕкленчĕ,
Васкатать çурхи куна.
Çуркунне, часрах килсемччĕ,
Пит кĕтетпĕр-çке сана.
Леонид ЛЯЛЬКИН. Тăрăн ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)