05 марта 2014 г.
Асран тухмастăн нихăçан, аннеçĕм,
Сан çут сăну ялан ман умра.
Сан куçусем мана ăшшăн чĕнеççĕ,
Туятăп эп: каллех эс ман çумра.
Эс пирĕнпе, асран тухми аннеçĕм,
Ыр ят хăвартăн савнă çĕр çинче.
Нихçан манми, пĕртен-пĕрех аннеçĕм,
Эс _ ман хĕвелĕм, ăшă çут тĕнче.
Ман пурнăçа эс ху курса тăратăн,
Эп канашлатăп кашни кун санпа.
Эс ху ăсна мана парса хăвартăн,
Пил патăн сумлă, ырă çын пулма.
Çỹлти Турра ыр кăмăлпа мухтарăн,
Сассу сăпайлăн, лăпкăн чĕтренет.
Эс чун тасалăхне куç пек упрарăн,
Çут шанчăк патăн пирĕн чĕрене.
Яту сан çунĕ çăлтăр пек илемлĕн,
Чăвашлăхра вăл сỹнмĕ ĕмĕрне.
Эс чĕртнĕ çутă _ ырă чун хĕлхемĕ,
Ялан çутатĕ ман кун-çул йĕрне.
Л. ЛЯЛЬКИН. Тăрăн
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)