01 января 2014 г.
Тăрăн чиркĕвĕ 1946 çулхи Раштав уявĕ умĕн тепĕр хут уçăлнă. Унтанпа чиркỹре вуншар священник улшăнчĕ. Чи малтанхи юрлакансемпе псаломщиксем чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çапах та икĕ ята асăнмах тивет. Петр Ашмаринпа унăн мăшăрĕ Калиса чиркỹ хорĕнче юрлама пуçлани 65 çул ытла ĕнтĕ. Вĕсем паян кунчченех ватлăха пăхмасăр чиркỹ хорĕнче тăрăшса юрлаççĕ. Хисеплĕ ватăсем нумай çул хушши псаломщик ĕçне те туса пынă, чылай çамрăка чиркỹ кĕввисене юрлама хăнăхтарнă. Вĕсем ертсе пынипе тăватă саспа юрлакан Тăрăнти чиркỹ хорĕ Турра ĕненекенсене хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарнă, чăваш çĕрĕнчи чи лайăх хорсен шутне кĕнĕ.
Халĕ регент-псаломщик ĕçне вĕсен хĕрĕ, 40 çула яхăн хорта юрлакан Мария Стеклова туса пырать. Мария Петровнăн хĕрĕ Ольга, регент дипломне илнĕ хыççăн, Мускав облаçĕнче чиркỹ хорĕн ертỹçинче вăй хурать.
Л. Лялькин
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)