Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти клубăн сумлă юбилейĕ

26 декабря 2012 г.

Тăрăн культура клубĕ уçăлни 50 çул çитнине паллă тума халăх йышлăн пухăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев, “Исток” çĕр ĕç фирмин тата шкул-сад ертÿçисем, уяв спонсорĕ А. Самакин предприниматель ял-йыша уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, культурăпа хуçалăх ĕçĕнче палăрнисене тав хучĕсем пачĕç. Клуб тăвас ĕçе хастар хутшăннă вăл вăхăтри комсомолец И. Самакин пенсионер хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Т. Медведева администратор ялти культура учрежденийĕн çур ĕмĕрхи ĕç-хĕлне пăхса тухрĕ, пултарулăх коллективĕнче хăйсен ăсталăхĕпе палăрнă З. Кузьмина, Е. Крылова, А. Семенова, А. Шуряшкина, В. Петров, С. Шекеев, Ю. Думилин, И. Емельянов ячĕсене ăшшăн аса илчĕ. Ун хыççăн пурте пĕрле 45 çул каялла чăваш телевиденийĕ ÿкернĕ ялти хор ĕçне кăтартнă телесюжет кадрĕсене пăхрĕç.

Сцена çине чăвашла тумланнă юрăçсен ушкăнĕ тухрĕ. Унта 40-50 çул каялла хорта юрланă хисеплĕ ватăсемпе ялти ферма ĕçченĕсем, культурăпа медицина ĕçĕнчи паянхи хастарсем. Вĕсем В. Семенов баянист ертсе пынипе чăвашла тата вырăсла юрăсене çĕкленÿллĕ кăмăлпа шăрантарчĕç.

Чăваш Ишекĕнчи тата Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕсен çумĕнчи артистсем те, юрă саламĕ илсе килнĕ май, концерта хăйсен пултарулăхĕпе илемлетрĕç. Чăваш эстрадинче пирвайхи утăмсем тăвакан Андрей Думилин юрăç ентешĕсене çĕнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Савăнăçлă уявăн юбилей концерчĕ ял çыннисемпе хăнасен чун-чĕринче нумайлăха асра юлчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика