30 ноября 2013 г.
Треньелĕнчи А. Краснов ячĕллĕ шкул-ача садĕнче районти воспитательсен семинарĕ иртрĕ. Хăнасем кунта ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, уçă занятисенче пулчĕç. Аслă ушкăна çỹрекен ачасем Л. Фролова воспитатель ертсе пынипе юмах тĕнчине лекрĕç, тĕрлĕ енлĕ аталанма май паракан сăнарсем туса кăтартрĕç. Çитĕнекен ăру ача садĕнченех ăс-тăнне ỹстерсе пынинче вĕрентекен тăрăшулăхĕ уççăн курăнчĕ.
Вăтам ушкăна çỹрекенсем И. Кошкина воспитатель ирттернĕ занятинче асамлă арчари япаласемпе паллашрĕç. Ачасем тĕрлĕрен геометри фигурисене, тĕссене уйăрма пĕлни те пурне те тĕлĕнтерчĕ. Паллах, çак çитĕнỹсем вĕрентекен хăйĕн ĕçне юратнипе, тỹрĕ кăмăлпа туса пынипе çыхăннă. Кунта килнĕ хăнасем занятисене пысăка хурса хакларĕç, ачасене пур енлĕн аталанса пыма мĕнпур услови пуррине палăртрĕç.
Шкул-сад ертỹçи Т. Тямина воспитательсен пурнăç таппинчен юлмасăр аталанса пырса ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕ.
О. ПЕТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)