20 ноября 2013 г.
Миçе çул ĕнтĕ Тăрăн ялĕн варринче шкул автобусĕ чарăнмалли вырăнта ачасем ирсерен йĕпе-сапаллă е çил тăманлă çанталăкра тĕттĕм çĕртех ĕнтĕркесе тăратчĕç! Аслисем çак вырăнта пĕртен-пĕр хỹтлĕх е павильон туса лартма темиçе хутчен те сĕнỹ панăччĕ. Анчах вĕсем ĕмĕтленни пурнăçланмарĕ. Ашшĕ-амăшĕсем çак ĕçе хăйсем çине илчĕç. Ял хастарĕ Б. Думилин стройматериал туянчĕ, вак чул турттарса килчĕ. Ăна пулăшма Илюш ывăлĕ тата С. Шуряшкинпа П. Емельянов ача аш-шĕсем тухрĕç. Вĕсем пĕр кун хушшинчех хăтлă та илемлĕ хỹтлĕх туса лартрĕç.
Халĕ ял варринче (кунта шкулпа садик, лавкка, чиркỹ вырнаçнă) электроçутă вырнаçтарас пирки пуç ватмалла. Ыйтăва халăх вырăнти влаç тата депутатсен умне лартасшăн. Çак ĕç те вĕçне çитессе шанаççĕ вĕсем.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)