20 ноября 2013 г.
Тăван кĕтесе, ял историне, йăх-несĕле тĕпчекенсем, халăх йăли-йĕркипе, мешехипе, культурипе интресленекенсем пирĕн хушăрта, ытла нумайăн мар пулсан та, пур-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш тата 80-мĕш çулĕсенче вĕсем, тĕпрен илсен, вырăнта краеведени музейĕсем йĕркелес енĕпе чылай вăй хучĕç. Юлашки вăхăтра вара тата çỹллĕрех шая хăпарчĕç темелле.
Акă юлашки вунă çул хушшинче кăна районти уйрăм хастарсем Пăлапуç Пашьел, Сăкăт, Туçа, Кивĕ Ахпỹртпе Козловкка тата Пăлакасси, Кзыл Чишма, Шăнкăртам тата ытти ял историйĕпе çыхăннă самаях пысăк кĕнекесем пичетлесе кăларчĕç. Уйрăм предприятипе организаци ("Сельхозтехника", тĕп больница) кун-çулне кăтартакан ĕçсем пур халĕ. Йăх-несĕл "йывăççисене" брошюрăсем кăларса сăнлакансем те тупăнчĕç. Сăмах май каласан, районти тĕп библиотекăра çав кăларăмсемпе ялан ĕçлекен куравра паллашма май пур. Çакна кура-и, халĕ шкулсенче те ачасем хăйсен тымарĕсене _ аслашшĕсемпе асламăшсен тата кукашшĕсемпе кукамăшсен _ кун-çулне тĕпчеççĕ. Савăнмалли те ырламалли пулăм ку.
Ноябрĕн 13-мĕшĕнче район летописьне тепĕр паллă страница çырăнчĕ _ Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра тин кăна Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра пиçсе тухнă "Юхма енчи Тăрăн ял тăрăхĕ" ятлă самай хулăм (468 стр.), тĕслĕ фотоỹкерчĕксемпе илемлетнĕ хуплашкаллă кĕнекене пăхса тухса хакларĕç. Презентацине вулакансем, паллă тавра пĕлỹçĕсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе библиотекарьсем, районти архивпа музей ĕченĕсем хутшăнчĕç.
Истори тĕрленчĕкĕсен авторĕ Дмитрий Николаевич Коннов чылайранпа Патăрьелĕнче пурăнать. Кăвапине Чăваш Ишек ялĕнче пăрахнă пулсан та ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Тăрăнта иртнĕ. Ялти мĕн пур Кононсем _ унăн çывăх тăванĕсем. Шкулта саккăр пĕтернĕ хыççăн вăл колхозра ĕçленĕ, комсомол путевкипе кайса Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне тунă çĕрте вăй хунă. Кайран Байкал леш енче салтак тивĕçне пурнăçланă, Свердловск хулине килсе тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, вăтам шкул пĕ-тернĕ.1980 çулта Дмитрий çакăнти юридици институтне вĕренме кĕрсе алла диплом илет. Аслă пĕлỹллĕ специалиста адвокатсен коллегине йышăнаççĕ. Вара вăл Шупашкарта, унтан Патăрьелĕнче ваккатра туптанать. Каярахпа 17 çул район прокурорĕн пулăшуçи, следователь пулнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен чылай çул районти миравай судьяра тăрăшрĕ.
Тăрăн _ районти паллă ял. Кунта пирĕн тăрăхра чи малтан (1747 çулта) пĕрремĕш чиркỹ (республикăри чи ватă вунă чиркỹрен пĕри) уçăлнă. Кунтах таврари икĕ класлă пĕрремĕш шкул пулнă. Кунтанах республикипе паллă çынсем нумай тухнă. Историйĕ пуян та анлă. Вăл çаксене хут çине çырас, килес ăрусем валли сыхласа хăварас ĕмĕтпе ялти пуçару ушкăнĕ районти ял хуçалăх управленийĕнче ĕçлекен Петр Самакин ертсе пынипе вунă çул каяллах сăмах пуçарнă. Сĕнỹ пама çăмăл та, ăна пурнăçлама йывăр. Çакна асра тытса 2005 çулта Дмитрий Николаевич ял историне çырса хатĕрлес шанăçа хăй çине илет, çанă тавăрса ĕçе пикенет. Анчах вăл пĕрре те çăмăл лав мар. Ялăн аваллăхне куç умне кăларас тесен, темĕн те пĕлмелле, темĕн те тĕпчемелле, темĕн те шырамалла. Тỹре-шара ĕçне пурнăçланă чухнех вăл отпуск кунĕсенче кăнтăра кайса канас вырăнне хăйĕн укçине пĕтере-пĕтере Шупашкарпа Чĕмпĕрти, унтан Хусанпа Мускаври патшалăх архивĕсене çитет, эрни-эрнипе ларса авалхи хутсен ăшăнче чакаланать, паха материалсем пуçтарать. Çакă та питĕ паха: такамсем тем çирĕплетнипе мар, хăй куçĕпе курса ĕненнĕ тăрăх кăна пĕтĕмлетỹсем тăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш халăх ăсчахĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Виталий Станьял рецензент та хаклавра çаплах çырнă: "Кĕнекере чăваш халăхĕн ĕмĕрсенчи çул-йĕрне çутатакан ĕçсене тишкерсе тухнă, вара пĕтĕмлетсе шкул вĕрентекенĕ пекех çыпăçуллă ăнлантарнă. Ăна вуласан пăлхарсемпе сăварсем камне пĕлсе лăпланма та пулать. Тăван ялĕсене те ăсчах тĕплĕ сăнарланă. Лайăх та кирлĕ кĕнеке".
Автор ялăн тăват çĕр çулхи историйĕн кашни паллă тапхăрĕсене çутатма тăрăшнă. Пурне те илсе кăтартас килет те, хаçат калăпăшĕ пĕчĕкрех. Çавăнпа хăшне-пĕрне кăна асăнам: Тăрăн тăрăхĕнчи ялсем пуçланса кайни, православи тĕнне кĕртни, Столыпин çĕр реформи, выçлăх çулсем, кулаксемпе чухăнсем _ камсем вĕсем? Тĕне хирĕç пуçарнă юхăм, хаяр вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсем, Тăрăн ял тăрăхĕнче çуралнă паллă ентешсем, Афганистанпа Чечен вăрçин асапĕсем, вĕрентỹ, медицина, культура, спорт... Кусемсĕр пуçне автор Тăрăн ял тăрăхĕнчи çынсен хушма (кличка, прозвище) ячĕсене те, таврари çырма-çатра, кỹлĕ-семпе шывсен ячĕсене те ăнлантарса кĕртме пултарнă. Тĕлĕнмелле пысăк ĕç!
Дмитрий Николаевич малтанласа уйрăм Тăрăн çинче кăна чарăнса тăрасшăн пулнă иккен. Анчах каярахпа,_ пĕр енчен, материалсем нумай пуçтарăнса кайнăран, тепĕр енчен, пĕр ял Канашĕнче, унтан пĕр поселенинче тăнăран, тĕпрен илсен пĕр колхоза-совхоза-агрофирмăна кĕнĕрен,_ кỹршĕри Йăлăм тата Треньел ялĕсем пирки те çырса кăтартма шутлать. Çакă вырăнлă та пулса тухнă.
Вулав залне пухăннă халăха краеведени пайĕн пуçлăхĕ Нина Мазякова кĕнекен электрон варианчĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.Техникăпа информаци ĕмĕрĕ темерĕн _ паян кĕнексене библиотекăна килсе страницăсене уçса ларса кăна мар, компьютер экранĕ çинче те вулама пулать!
Тăван тавралăха тĕпчес ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Енти тавра пĕлỹçĕсен общество организацийĕ Д.Н.Коннова "Чăваш Республикин хисеплĕ тавра пĕлỹçи" ят пама йышăннă. Презентацинче çакна çирĕплетекен документа пĕрлĕхĕн кăнтăр районĕсенчи кураторĕ, çак йĕркесен авторĕ пачĕ, кĕнекене пысăк хакласа автора малашне те пултарулăх çулĕпе хастар утма ырă сунчĕ. Мероприятие килнĕ Тăрăн ял пуçлăхĕ Константин Михеев тата вырăнти "Исток" çĕр ĕç фирмин директорĕн çумĕ Иван Соловьев хăйсен ентешĕ халăхшăн пархатарлă ĕç тунине палăртрĕç, тав турĕç.
Кĕнекене пахалама Дмитрий Николаевичăн çывăх тусĕсемпе пулăшаканĕсемсĕр пуçне Владимир Люкин (Çĕнĕ Ахпỹрт), Федор Карягин, Александр Салмин (Кивĕ Ахпỹрт), Валерий Салмин (Тури Туçа) таврапĕлỹçĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç, паллах ĕнтĕ, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Пурин те шухăшĕ пĕр пекрех _ çĕнĕ кĕнеке пысăк пĕтерĕшлĕ пулăм, унта ваттишĕн те, вĕттишĕн те вуласа пĕлмелли тата ăша хывмалли питĕ нумай.
Николай ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)