16 ноября 2013 г.
Çак уйăхра Тăрăн чиркĕвĕнче умлă-хыçлă уявсем пулчĕç.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Турă Амăшĕн Хусанти турăшне хисеплесе авалхи турăш умĕнче аслă кĕлĕ ирттерчĕç. Çак уяв _ 1612 çулта Мускавран поляксене хăваласа кăларнă кун _ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пулса тăнă. Ноябрĕн 8-мĕшĕнче вара Христосшăн пысăк асап тỹссе вилнĕ Дмитрий Солунский ячĕпе тунă кĕçĕн престол уявĕ иртрĕ. Чиркỹ праçникне 10 священник хутшăнчĕ. Чăваш çĕрĕнчен кăна мар, Марипе Тутар Республкисенчен тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи пачăшкасем те килчĕç. Чиркỹ службине Патăрьел округĕн благочиннăйĕ Сергий Пегасов ертсе пычĕ.
Архиерей службинче
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Тăрăна вырсарни кунхи литургине Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор килсе çитрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев, Сергий Пегасов благочиннăй, чиркỹ старости В. Думилин çăкăр-тăварпа, чĕрĕ чечексемпе кĕтсе илчĕç. Уява пухăннă халăх çуртасем çутса владыкăна хирĕç тухса кĕтсе илчĕ. Дмитрий Ростовский святитель ячĕпе ирттернĕ аслă кĕлĕре 7 священник, диаконсем, монахсем, прихут çыннисем тата ачасем йышлăн пулчĕç. Аслă литурги кĕлли пысăк çĕкленỹпе иртрĕ.
Кĕлĕ вăхăтĕнче Петр Федоров протоиерей Дмитрий Ростовский святитель пурнăçĕпе паллаштарчĕ, проповедь каларĕ. Чиркỹ настоятелĕ Серафим игумен владыкăна уяв ячĕпе саламланă, уява хутшăннă йышлă халăха тав тунă. Феодор владыка престол праçникĕ ячĕпе саламларĕ, ĕненĕве ырă ĕçсемпе çирĕплетме чĕнсе каларĕ, Турă Амăшĕн сăнне ỹкернĕ турăшсене пиллесе валеçрĕ.
Юлашкинчен чиркỹ çумне пытарнă Анатолийпе Николай протоиерейсен вил тăпри çинче кĕске панихида иртрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)