26 октября 2013 г.
Кĕçĕн Патăрьелпе Тăрăн, Треньел ялĕсенчи "Исток" агрофирмăра çĕр улмине кăларса пĕтернĕ. Анчах сахăр чĕкĕнтĕрĕн ани пушанайман-ха. (Сăмах май, районта çак тымар çимĕçе пысăк лаптăкра пĕр çакăнта кăна çитĕнтереççĕ). Ăна, çуркунне 200 гектар акса хăварнă. Шел те, çанталăк условийĕсене пула çурри пĕтнĕ. Мĕн тăвăн, пурте эпир шухăшланă пек те, палăртнă пек те пулмасть-çке.
Хирсем хуралнăран сахăр кăшман уйĕ аякранах сип-симĕс курăнать. Республикăра чĕкĕнтĕр кăларакан пĕртен-пĕр комбайн талăкĕпе те чарăнмасть-тĕр. Хăватлă техника рульне виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр тăван Николай, Сергей тата Юрий Лепешкинсем тытаççĕ. Пĕри ывăнсан тепри ăна кантарать. Кашнийĕ хăйĕн яваплăхне туять. Ĕç кал-кал пытăр тесе çунтармалли-сĕрмелли материала хире илсе пыраççĕ. Механизаторсем те уçă сывлăшрах апатланаççĕ. Кĕрхи кун илемĕпе киленсе ларма вăхăт çукрах: ĕçе вĕçлемелле.
Германинче кăларнă KLEINE "карап" туса хăварнă купасене ятарлă агрегат (СПС) тиет. Вăл хуçалăхра иккĕ те. Пĕрне А. Соловьев, теприне А. Патшин ĕçлеттереççĕ. Трактор умне вырнаçтарнă хатĕрĕн "алли" чĕкĕнтĕре хăвăрт-хăвăрт хăй умнелле пухса транспортер çине хурать. Лешĕ вара тỹрех КамАЗ çине ỹкет. Прицеп хăш вăхăтра тулнине сисме те çук. Тиевлĕ транспорт Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлăра вырнаçнă сахăр заводне çула тухать. Маларах Пăвана кайнă. Унтанах жом тиесе килеççĕ. Хальхи вăхăтра 26 техника сахăр кăшманне турттарать. Уйрăм çынсем те хутшăнаççĕ.
Агрофирмăра ĕçе пĕлсе йĕркелени сисĕнет. Купасем хыççăн юлнă тымар çимĕçе Чементен, Улатăр районĕнчен, Треньелĕнчен килнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем, çавăн пек хуçалăхра вăй хуракансем алăпа та пуçтараççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)