02 ноября 2013 г.
Ĕçпе çыхăннă командировкăсенче сахал мар çỹреме тỹр килнĕ Тăрăнти И. Самакинпа (ỹкерчĕкре). Ун чухне Иван Александрович районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче тăрăшатчĕ. Хуçалăхсенче техникăна акапа вырма ĕçĕсене мĕнле хатĕрленине, хĕл каçарма управа лартнине тишкермелле. Колхозсен отчетлă е иртнĕ çулне пĕтĕмлетекен пухăвĕсене хутшăнмалла. Кашнийĕнчех хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлама тăрăшатчĕ вăл. Çавăнпа хуçалăх ертỹçисемпе колхозниксен хисепĕ те пурччĕ.
Кайран вăл "Була" коллективлă ял хуçалăх председателĕнче те ĕçленĕ. Ку хутĕнче ветеранпа çĕр çинче ахаль пурăнманнине çирĕплетекен калаçăва тепĕр хут пуçарма майĕ пулчĕ. Уйăх вĕçнелле Раççей тинĕс-çар флочĕн кунне паллă турĕç. Иван Александрович 1956-1960 çулсенче çур-çĕр флотĕнче службăра тăнă.
_ Çарта гидроакустик пулнă эпĕ. Караппа виçĕ тинĕсре ишнĕ. Мурманск, Полярный хулисем халĕ те куç умне тухаççĕ. Старшина званийĕпе киле таврăнтăм. Аслăраххисем хама кỹрентерни те, кĕçĕнреххисене пиччĕшĕсем "ура хуни" те пулман. Туçари В. Петровпа, Пăлакассинчи В. Кудрявцевпа, Тăрăнти В. Крыловпа тата Н. Самакинпа пĕрле çар тивĕçне пурнăçларăмăр, _ тет çар морякĕ.
Тăххăрăн пĕр варта выртнă Самакинсем. Анчах пурнăç йывăрлăхĕ виççĕшне çеç пĕве çитиччен ỹссе çитĕнме май панă. Çавăнпа ашшĕпе амăшĕ ывăлне Юман ят хунă. Пĕрремĕш класа шкула кайнă ача хăйĕн ятне журнал çине урăхла çырнинчен тĕлĕннĕ те.
Вăрçă çулĕсем пĕр йĕрсĕр иртмен унăн. Апла пулин те яш çула çитнĕ çĕре вăл ятуллă каччă пулнă. Çавăнпах тинĕс флотне лекнĕ. Тĕреклĕ хул-çурăмлă тата спорта юратакан Иван Александрович Мурманскри пĕр ăмăртăва хутшăннă. Унта мала тухнăшăн салтака 10 кунлăха киле канма янă.
_ Отпускра маларах та пĕрре пулнăччĕ. Каллех тивĕçлĕ службăшăн. Аслисем асăрхаттарнине ас тумастăп, _ кăмăлтан аса илет иртнине И. Самакин.
Çар йĕрки вара кунти пурнăçра та сыхланса юлнă морякăн. Ĕç кĕнекине колхозникран пуçланăскерĕн ялти клуб заведующийĕнче, ял хуçалăх институтĕнче пĕлĕвне малалла тăссан "Путь Ленина" колхозăн тĕп инженерĕнче, куçса çỹрекен "Чувашмелиорация" мехколоннăн ертỹçинче, "Сельхозтехника" управляющийĕн çумĕнче, районти агропромышленность пĕрлешĕвĕн начальникĕн заместителĕнче ĕçлеме тỹр килнĕ.
Кỹршĕ ялти Анна Матвеевнăпа пĕрлешсе виçĕ ача çуратса ỹстернĕ Самакинсем. Пурте Патăрьелĕнче ĕçлеççĕ, çемьеллĕ. Мăнукĕсем те пурнăç çулĕ çине тăрса пыраççĕ ĕнтĕ.
_ Ял хуçалăхĕнчи хăш-пĕр улшăнусем çеç пăшăрхантараççĕ. ВТОна кĕ-нĕрен халăх çĕр çинче çитĕнтерекен çимĕçĕн хакĕ çук. Тен, çавна пулах коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсене тытăнса тăма та çăмăлах мар. Ĕлĕкрех Патăрьелĕнчи "Сельхозтехника" предприятийĕнче те 110-120 автотранспортчĕ. Ишлĕсем Ульяновкăра мĕн чухлĕ мăйракаллă шултра выльăх тытатчĕç тата. Ытти енпе кăмăллă. Çуртсем капмар, урамсем çатма евĕр. Ватта манмаççĕ. Тинĕс çар флотĕнче тăнисен пĕрлĕхне туса хунине те ырлатăп. Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывать вăл. Салтак тумне тăхăннисен хăпартланмалăх пур. Хамăн ывăлăмсем те сал-так пăттине çинĕ, _ терĕ И. Самакин.
Çарта пулни тĕреклетет, пиçĕхтерет, туслăха çирĕплетет. Кĕрхи призыв пуçланнăран унран никам та пăрăнмасса шанать ĕнерхи моряк. Ыйхă килмен каçсенче паян та вăл аякри Баренцев тинĕсĕн хумĕсене аса илет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)