02 октября 2013 г.
Сентябрьте Треньелĕнче футбол вăййине пуçарса яни аллă çул çитрĕ. Ĕлĕкрех ăна ялта мала хуман. Волейболла, лапталла тата урăхла вылянă, анчах футбол илĕртмен. 1963 çулта ăна 15 çул тултарса 16 кайнă икĕ çамрăк ача пуçарса ячĕç. Пĕри _ М. Зайцев, тепри _ И. Иванов. Вĕсем иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи вăтам шкула 9 класа вĕренме кĕнĕ. Çакăнта футбол вăййипе паллашнă. Пĕрле вĕренекен Г. Тестов республика чемпионатĕнче çитĕннисем хушшинче район командишĕн вылянă. Мишшапа Ванюша вăйă кăмăла кайнă, унта йышлă çын та хутшăнма пултарать.
Малтан Ыхра çырми хĕрринче площадка тума юрăхлă вырăн тупнă. Пĕр енче шыв юхса выртать, тепĕр енче _ сăрт евĕрлĕ çỹллĕ вырăн. Унтан футболла вылянине пăхса ларма питĕ лайăх. Площадка тума вырăн сахалтарах пулнипе ăна пăртак пĕчĕкрех тума тивнĕ: тăршшĕ 90 метр, сарлакăшĕ 50 метр пулнă. Хапхисене вĕрлĕксенчен ăсталанă. Площадка хĕррисене тата ытти йĕрсене кĕреçесемпе тунă.
Малтанах выляма мечĕк туянма йывăртарахчĕ. Икшер-виçшер пус укçа пуçтарса тупă туяннă. Каярахпа камерлă, шнуркăпа çыхса хумалли чĕн мечĕкпе выляма пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕ вĕçĕнче çеç нипеллисем пулнă. Çапла вара Мишшапа Ванюш 50 çул каялла пĕтĕм яла футбол чирĕпе "чирлеттернĕ". Кашни кун тенĕ пекех ватти-вĕтти, çитĕннисемпе шкул ачисем каç пуласпа çырма хĕррине аннă. Маларах çитнисем футбол мечĕкне тапнă, каярах юлнисем сăрт çинчен вĕсем мĕнле вылянине пăхнă.
Пăртакран кỹршĕ ялсемпе выляма пуçланă. Кашни çул Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Кивĕ Катек, Татмăш, Патăрьел тата Чăваш Ишек ялĕсен командисемпе тĕл пулнă. Хăш-пĕр чухне аякри ялсемпе те вылякаланă. Пĕррехинче Чĕмпĕр облаçĕнчи Тимĕрçел ялĕнчи колхоз команди те выляма килнĕ.
1964 çултан пуçласа май уявĕсенче çитĕннисемпе шкул ачисем хушшинче виçшер кун турнир ирттернĕ. Вăл вăхăтра яланах çамрăксем çĕнтернĕ, мĕншĕн тесен вĕсен хăвăртлăхĕ те, вăйă техники те çитĕннисенчен лайăхрах. Халĕ аслисем кĕçĕннисенчен вăйлăрах выляççĕ.
1985 çулччен Треньелĕнчи футболистсем район чемпионатĕнче хăшĕсем совхозшăн, теприсем райпошăн, виççĕмĕшĕсем Сельхозхимишĕн, ытти командăсемшĕн те вылянă.
1985 çулта Патăрьелĕнчи пушар хуралĕнче ĕçлекен Зайцевпа ВДПОри Романов ялăн футбол командине туса хурса "Динамо" ят илнĕ. Треньелсем вăл вăхăтра пушар хуралĕнче йышлăн ĕçлетчĕç.
1987 çулта М. Зайцев, П. Романов, каярахпа пушар хуралĕнче ĕçлекен ытти çамрăксем, ялти кирпĕч заводне куçнă май, командăна "Керамик" ят панă. Çак ушкăн 1985 çултан пуçласа районти тĕрлĕрен кубоксемшĕн чемпионатра та, колхозсемпе совхозăн тата ытти предприятисен, организацисен командисем саланса пĕтичченех вылярĕ.
Кивĕ Катекпе Треньел хушшине плотина туса хурсан, футбол площадки шыв айне пулчĕ. Çавăн хыççăн команда кашни вăййа хăнара ирттерме пуçларĕ. Çĕнĕ вырăн пирки А. Зайцев чылай çынпа калаçса пăхрĕ, усси пулмарĕ. Треньел хирĕсем "Батыревский" совхоз территорине кĕретчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче спорт площадки тума мар, ытти тĕллевпе те çĕр паман. А. Зайцев совхоз директорĕпе темиçе хут калаçнă хыççăн сăмах татăлнă. Ирĕкне панă, анчах площадка тума техника çук. Чылай механизатор ĕçе икĕ эрнере вĕçлеме пулнă, сăмах çилпе вĕçнĕ. Патăрьелĕнчи Ежов вара икĕ кунтах çырма-çатраллă вырăна питĕ лайăх тỹрĕлесе панă, тикĕслемелли çеç юлнă. Солдатов автогрейдерпа ĕçе вĕçленĕ. Зайцевпа Романов ертсе пынипе çамрăксем хапхисене вырнаçтарнă, ун хыççăн площадка чиккисене туса хунă.
Районта хăш-пĕр колхозсем, предприятисемпе организацисем саланса кайнă хыççăн футболпа кубок вăййисем, чемпионат пĕтнĕ. Модăна мини футбол кĕчĕ. Çавах Треньел команди Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенче ирттерекен пĕтĕм турнира хутшăнать, лайăх кăтартупа таврăнать.
Ялта çулленех А. Краснов ячĕпе мини футбол турнирне ирттереççĕ. Юлашки 4 çул кубок яланах Треньелĕнче юлать. Çамрăксем мини футболла Шупашкарта та выляççĕ.
Район команди иккĕмĕш çул республика чемпионатĕнчи вăйăсене хутшăнать. Çамрăксем пĕлтĕр иккĕмĕш дивизионта вылянă, кăçал _ пĕрремĕшĕнче. Район командинче Ю. Макаров, И. Шуворов, В. Шуворов, С. Михайлов, Л. Муськин, Р. Романов, А. Анисимов, Н. Романов выляççĕ. Ветерансен команди 6 çул ытла республика чемпионатне хутшăнать. Унта _ Треньелĕнчи В. Макаров, Ю. Макаров, О. Анисимов, О. Романов, В. Зайцев.
Спортшăн ялта çуралса, футболла выляса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан С. Муськин курăмлă тăрăшать. Вăл спорт площадки валли пăрăссем, турниксем, тимĕр хапхасем килсе пачĕ. Вĕсене В. Макаров ертсе пынипе çамрăксем вырнаçтарса лартрĕç.
Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла. Треньелĕнче 50 çул каялла икĕ шкул ачи пуçарса янă футбол вăййи нихăçан та ан сỹнтĕр.
А. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)