28 сентября 2013 г.
Районти "Авангард" хаçатăн сентябрĕн 4-мĕ-шĕнчи номерĕнче "Туй йăли-мешехи пĕтет-шим?" статья пичетленнĕччĕ. Ăна икĕ хут та вуласа тухрăм. Питĕ тĕрĕс шухăш хускатнă автор хăйĕн материалĕнче. Паянхи кун чăвашлăха упрас, асатте-асаннесен йăли-мешехине ăруран-ăрăва куçарса хăварас тĕллевпе эпир питĕ сахал тăрăшатпăр-ха. Тĕрĕссипе вара нимех те тумастпăр тесен те юрать. Эпĕ хам та çамрăках мар, ачасем ỹссе çитĕннĕ, мăнукăмсем те пысăкланаççĕ. Эп астăвассах пурнăçра пулакан чи хитре те телейлĕ куна _ туя _ çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем çеç мар, ялĕпех кĕтнĕ. Вăл пуриншĕн те пысăк уяв пулнă. Çамрăксен туйне, çĕнĕ кинĕн мул-туприне, тĕрри-çаккине курма, пахалама кассипех чупаттăмăр. Малтанхи кун чăн чăвашла туй кĕрленĕ, ун хыççăн _ аслă, кĕçĕн çăнăхтасем. Каярах вара хĕр енче çакнашкал йăлине тунă. Кăштах пурăнсан, çамрăк кине минтер-çитар таврашĕ тата ыттине те панă. Ку хăй пĕр уявччĕ. Тỹшеккине хулăм укçисĕр парса кăларман. Шĕвĕрккесем хăпарса ларатчĕç те укçа кĕтсе ларатчĕç.
Туй, çăнăхта юррисем халĕ те асрах-ха. Хĕр йĕррине аса илсен, паян та куççуль тухать. Урăхла каласан паянхи "питĕ шавлă" туйсене укçа тỹлесе концерта кайнă пекех пуçтарăнатпăр. Тамада текенни пĕрмаях халăхран тĕрлĕ сăлтавпа укçа пуçтарать те ахăрттарать. Унта вĕсен анекдотне итлеме килнĕ тейĕн. Çамрăк мăшăрсене чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе чыслăн та хисеплĕн саламлама та вăхăт çук. Каччăпа хĕр чăвашсемех пулсан та тем сăлтавпа вырăсла калаçаççĕ. Юрри-ташши те çав чĕлхепех.
Тум пирки илес пулсан вара çакна палăртса хăварасшăн. Пирĕн Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче юлашки çулсенче туйсене, пысăк юбилейсене, ял уявĕсене хĕрарăмсем чăн чăвашла кĕпесемпе кайма тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ ăна хăйсем çĕлеттерчĕç. Манăн хамăн та вăл 4-5 тĕрли пур. Нумай пулмасть, акă, эпир Патăрьелĕнчи Селендеевсен туйĕнче савăнтăмăр. Пĕрре-мĕш кунĕ чăнах та çамрăксемшĕн пулчĕ ĕнтĕ. Çăнăхтине вара чыла-йăшĕ чăваш кĕписемпе, тĕрленĕ саппунпа, тутăрпа кайрăмăр. Хĕрарăмсем çине пăхса ытармалла мар. Çăнăхтана мĕн пуçласа вĕçне çитичченех ĕлĕкхи йăлапа йĕркелерĕç. Мĕнрен хитре мар çакнашкал йăла? Ытти уявсене те, ял праçникĕсене те хамăр чуншăн, асра юлмалла, чăвашла йĕркелесен, ачасемпе мăнуксем те ăна асра тытĕç.
Г. ИЛЮТКИНА. Кĕçĕн Патăрьел ял
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)