Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми ани шавлă

18 сентября 2013 г.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Исток" агрофирмăн 140 гектарта çитĕннĕ çĕр улми уйĕнче хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать. Ушкăнсем çине пайланнă çынсем васкасах "иккĕмĕш çăкăра" пухаççĕ. Тымар çимĕçе пуçтарса кĕртме куллен вăтамран 75 _ 80 çын тухать. Ана вĕçĕнчех туянма килнĕ машинăсем лараççĕ.

Агрофирмăра çак çимĕçе туса илессипе аван ĕçлеççĕ. Лаптăкĕ те унăн районта пысăккисенчен пĕри. Çуркунне ăна минераллă удобренипе хутăштарса, колорадо нăрринчен тата тымар хуртĕнчен имçамласа лартнă. Вăрлăха та çуллен çĕнетсе тăраççĕ. Пĕлтĕр Мускавран _ "романо", Санкт-Петербургран _ "невский", кăçал çĕр-шывăн тĕп хулинчен "рокко" сортсене илсе килнĕ. Пурте вĕсем элита е суперэлита репродукциллĕ.

_ Çĕр улмине ăçта сутасси, вырнаçтарасси пирки те пуç ватмалла мар. Пирĕн çĕр çинче ỹснĕ çимĕçе Мускавран, Чĕмпĕртен, Самартан, Сызраньтен, Хусантан туянма килеççĕ, _ кăмăллăн каласа парать Д. Ерофеев агроном.

Голланди технологипе çитĕнтернĕ "иккĕмĕш çăкăра" хуçалăхра чылай çул вăй хуракан А. Яковлевпа В. Лампасов механизаторсем кăлараççĕ. Хĕрарăмсемпе арçынсен ушкăнĕ çийĕнчех пуçтарса сеткăсене тултараççĕ, тỹрех машинăсем çине тиеççĕ. Хăватлă техника чăваш çĕрĕнче ỹснĕ çĕр улмипе инçе çула тухать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика