14 сентября 2013 г.
Тăрăнта çуралса ỹснĕ ĕç ветеранĕ Василий Яковлевич Петров _ ялти чи сумлă ватăсенчен пĕри. Хаяр вăрçăра пуç хунă ашшĕне пачах та курман. Çитмĕл çул хушшинче Василий пурнăçра терт-нушине нумай чăтнă, тĕрлĕ самана улшăнăвĕсене те чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа лайăх ас тăвать вăл. Тăватă ачапа тăрса юлнă амăшĕ çын тăвассишĕн кунĕн-çĕрĕн колхозра ĕçленĕ. Ачисем те çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ.
Василий çемьере кĕ-çĕнни пулнă. Çапах аслисемпе пĕр тан ĕçлеме тăрăшнă, шкула чупнă, пушă вăхăтра кĕнеке вуланă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн ялти шкул библиотекине ĕçе вырнаçать. Çулталăкран çар ретне тăма ят тухнă. Шăп та лăп виçĕ çул хушши десант чаçĕнче хĕсметре тăрать. Яла таврăнсан районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне ĕçе кĕрет. Çав хушăрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать, специалист дипломне алла илет.
Пултаруллă каччăна ялта нумай хĕр куç хывнă. Çапах та вăл бухгалтерта ĕçлекен Лида ятлă чипер хĕре суйласа илет. Çемье кăна мар, çурт-йĕр çавăрма та вăй-халпа ăсталăх çитерет.
Пурнăç кустăрми Василий Яковлевича тĕрлĕ çĕре илсе çитерет. Ăна "Сельхозтехникăра" та, ОКЦра та, милици пайĕнче те вăй хума тỹр килнĕ. Пур çĕрте те хушнă ĕçе тăрăшса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă вăл. Пĕр çулхине ăна ялти ĕне фермине ертсе пыма сĕнеççĕ. Унта ĕçленĕ хыççăн пенсие тухать те ялти шкул директорĕн хуçалăх ыйтăвĕсен çумĕ пулма килĕшет. Çав вăхăтрах ăна, пултаруллă музыкант пулнă май, шкулти юрă урокĕсене ертсе пыма шанаççĕ.
Василий Ивановичпа мăшăрĕ Лидия Григорьевна халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Вĕсем виçĕ ывăл пăхса ỹстернĕ. Асли, Петр, отставкăри подполковник, Тюмень облаçĕнчи Уренгойра пурăнать. Вăталăххи, Юрий, майор. Вăл та Тюмень çĕрĕнчех ĕçлет. Кĕçĕнни, Евгений, Шупашкарта технолог-пищевик пулса вăй хурать. Виçĕ пĕр тăван хăйсен çемйисемпе кашни çул тенĕ пекех çуралнă тăрăха килсе каяççĕ, килти ĕçре пулăшаççĕ.
Хуçалăхĕ Петровсен чăн тĕреклĕ. Ĕçчен çемье выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Пахчара çĕр улми, кăшман, тĕрлĕ пахча çимĕç, йывăç-тĕм çитĕнет.
Çемье пуçĕ хуçалăхри нумай ĕçе хăех тума тăрăшать. Мунча е вите лартмалла-и, хапха е гараж тумалла-и _ пурне те хăй аллипе тума хăнăхнă ăстаçă. Ниме йĕркипе хăйĕн тăванĕсене, çывăх çыннисене те пулăшма тивет тепĕр чух
Пушă самантра Василий Яковлевич кĕнеке е хаçат-журнал вулать, тĕрлĕ передача пăхать. Вăл районти "Авангард" хаçатпа уйрăмах туслă. Ăна вăл чи малтан çырăнса илет, хăй те тепĕр чух пĕр-пĕр статья е информаци çырса ярать. Кĕнеке тенĕрен, унăн библиотекинче хисепĕ икĕ пинрен те иртет. Историпе политика, экономикăпа ял-хуçалăхĕ, философипе тĕн, наукăпа техника ыйтăвĕсемпе çырнă литература, тĕрлĕрен словарьсемпе справочниксем çỹ-лĕксем çинче туллиех.
Эпĕ пынă кун кил хуçи аллине баян тытнă та илемлĕ чăваш кĕввине шăрантарать. Хут купăспа мандолина, балалайка та уншăн ют мар. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ музыкант нотăсем тăрăх та выляма пултарать. Огинский полонезĕн, "Амурские волны" вальсăн, "Прощание славянки" маршăн кĕввисене чуна пырса тивмелле янăратать. Музыка искусстви пирки калаçса кайрăмăр та, хальхи рок музыка чăн-чăн музыка тĕнчине хупласа лартнăшăн, "Нарспи" трагедине музыкăлла камите çавăрнăшăн пăшăрханса илтĕмĕр.
Пурнăçа юратакан, ĕçпе пиçĕхнĕ пенсионер сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытать: пирус туртмасть, эрех-сăрапа иртĕхмест, çулла çуран чупать, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать. Тен, çавăнпах пулĕ сывлăхĕ йĕркеллех унăн. Василий Яковлевичăн ят-сумĕ килте килĕштерсе пурăннипе çеç мар, ял çинче те пысăк хисепре. Вăл ялти тата районти обществăлла пурнăçа, тĕрлĕ акцисемпе мероприятисене активлăн хутшăнать.
Çамрăк чухнехи хастарлăхĕпе хĕрỹлĕхĕ унăн паян та иксĕлмест. Ял пухăвĕсене, тĕл пулусене пĕр сиктермесĕр çỹрет, час-часах тухса калаçать, çитменлĕхсене уçса кăтартать, тĕрлĕ сĕнỹ парать, çивĕч ыйтусем хускатать.
Ялти хисеплĕ ветерана шкул хупăнса ларас патне çитни те, ача çуратасси чакса ларни те, ялти парк юхăнса кайни те, вăрçă ачисене нимĕнле çăмăллăх çукки те, воспитани ĕçĕ хавшани те, чăвашлăх шăпи те хумхантарать. Çав вăхăтрах çĕр-шыври тата тĕнчери лару-тăру та ка-нăç памасть ăна. Апла пулин те пуç усмасть çирĕп кăмăллă ветеран. Аллă çул ĕнтĕ вăл ялти клубра пултарулăх ушкăнĕн ĕçĕнче, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса концертсене хутшăнать. Баянпа тĕрлĕ вăйăсем выляса е тĕрлĕ шỹтсем кăтартса савăнтарать.
Вăл тăрăшнипе кăçал Тăрăн ял уявне уйрăм ирттерчĕç, чăвашла вăйă карти йĕркелерĕç. Василий Яковлевич пысăк уявсенче ял халăхне чан çапса савăнтарать. Иван Петрович Самакинпа иккĕшĕ вĕсем _ ялти чи лайăх чан çапакан ăстасем (звонарьсем).
Василий Петров сержант-десантник пулнă май районти десантниксен пĕрлешĕвĕнче тăрса ун ĕçне йĕркелеме хутшăнать. Вăл _ районти "Вăрçă ачисем" обществăлла организацин председателĕ.
Хисеплĕ ветеран кăкăрĕ çинче 4 медаль. Çар службинчи тата ĕçри хастарлăхшăн панă вĕсене. Чи хакли _ "Ĕç ветеранĕ" медаль. Малашлăха шанса, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утать ялти хисеплĕ шур сухал, ывăнма пĕлми ял хастарĕ Василий Петров.
Паян вăл 70 çул тултарать. Çак ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, тус-юлташĕсем ырă сывлăх, çутă телей, вăрăм ĕмĕр, сỹнми хастарлăх сунаççĕ. Эппин, çак статья та уяв саламĕ вырăнне пултăр. Тулăх пултăр уяв кĕреки.
Л. ЛЯЛЬКИН. Тăрăн ял
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)