Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу ĕçлемесĕр пулмасть

08 декабря 2012 г.

Кĕвĕ-çемме ачаранах кăмăлланă Н. Кузнецова професси суйласа илнĕ чухне хăй суту-илÿ сферинче ĕçлессе шухăшлама та пултарайман-тăр. Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ хĕр Канашри педагогика колледжĕнчи музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ, хăйĕн пултарулăхне аталантарнă. Çакăнта ăс пухнă чухнех Патăрьел Тăрăн каччипе паллашнă, çемье çавăрнă. Диплом илнĕ хыççăн Наталия Владимировна Тăрăнти шкулта вĕренекенсене музыкăна юратма хăнăхтарнă. Анчах малалла та хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме ĕмĕтленекен учительница валли шăпа пачах та урăх çул хатĕрленĕ.

– “ПМК – 5” предприяти складĕнчен “Спектр” суту-илÿ çурчĕ уçассине илтнĕ хыççăн унта вырăн йышăнас шухăш çуралчĕ. Ноябрь уйăхĕнче эпĕ индивидуаллă предприниматель пулнине çирĕплетекен свидельство илтĕм. Апла пулин те мĕн сутмаллине уçăмлăн палăртманччĕ. Мăшăр, Андрей, аквариумри пулăсемпе ĕçлес-шĕн. Хамăн, çамрăк ача амăшĕ пулнă май, ача-пăча япалисене халăха сĕнес килетчĕ. Тĕрлĕ шухăш пулчĕ, кайран урана тăхăмалли яланах кирлине шута илсе пушмаксем сутма пуçларăмăр, – тет Н. Кузнецова иртнĕ кунĕсене аса илнĕ май. – Бизнеса йĕркелесе янă чухне мăшăрăн тата хамăн аттепе анне нумай пулăшрĕç. Паян та эпир вĕсен тĕревне туятпăр, çавăншăн чунтан тав тăватпăр.

Предпринимательсен пурнăçĕ пыл та çу мар. Кĕсьене укçи-тенки кĕре пуçличчен пăтăрмахсемпе йывăрлăхсем витĕр сахал мар тухма тивет. Малтанласа Наталия Владимировна çын таварĕсене сентре çине кăларнă. Çулталăк та тултарайман ывăлне никампа та хăварайманран няня тытма тивнĕ. Пĕрех пуçа усман Тăвай хĕрĕ, малаллах талпăннă. Майĕпен хăйсем те вăй илнĕ, япаласем туянма Мускава тата ытти çĕре çÿреме пуçланă. Кĕмĕлĕ кĕнĕ май 10 тăваткал метр йышăнакан суту-илÿ кĕтесне анлăлатнă. 2005 çулта хăйĕн тăван тăрă-хĕнче автовокзалта та пушмаксем сутма пуçланă. Пус çумне пус хушса Кузнецовсем хăйсен ĕçне аталантарнă. Паян вĕсен 5 суту-илÿ точки 200 тăвакал метра яхăн йышăнать. Пасар территоринче вырнаçнă “Юхма” çуртра сентре тулли пушмак ларакан ятарлă лавкка та пур. Çавăн пекех “Азамат” (“Эльдорадо”) суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă уйрăмра люстрăсем, чашăк-кашăк, хуçалăхра кирлĕ ытти япаласем çителĕклех.

– Предпринимательствăра мăшăрпа иксĕмĕр пĕрле тăрăшатпăр пулсан та точкăсен шучĕ нумайланса пынăран сутуçăсем те тытатпăр. Хама пулăшма, улăштарма пĕрремĕш хут чи малтанах Вăрман-хĕрри Шăхалĕнче пурăнакан С. Михайлована ĕçе илнĕччĕ, – тет Н. Кузнецова.

Наталия Владимировна чăнах та пур енчен те пултаруллă. Пĕлтĕр вăл районти предпринимательсем хушшинче ирттернĕ конкурса хутшăннă. Тÿресен кăмăлне юрлас-ташлас ăсталăхĕпе те тыткăнланă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл çĕнтерÿçĕ ятне, “Леди – бизнес” титула, тивĕçнĕ.

Кузнецовсен ĕмĕчĕсем пысăк. Çывăх кунсенчех интернет-лавкка уçасшăн. Кăмăла каякан таварсене малашне килтех, supershop21.ukoz.ru адреспа заказ пама пулать. Çавăн пекех 2013 çул пуçламăшĕнче Тăвайĕнче суту-илÿ çуртне хута яма палăртнă.

– Эпир Патăрьелпе Тăвай çыннисене Чăваш Республикинче, Раççейре, Италинче, Германинче, Китайра кăларнă таварсене сĕнетпĕр. Ятуллă тум-тирпе, меллĕ те хитре атă-пушмакпа тивĕçтерме, хаксене ыттисенчен йÿнĕрех тума тăрăшатпăр, – тет кăмăллăн хуçа.

Пултаруллă та матур Кузнецовсем ывăлпа хĕр ÿстереççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама та вăхăт тупаççĕ. Çак çемьене малашнехи пурнăçра та ăнăçупа ăраскал çеç сунас килет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика