24 июля 2013 г.
Савнă ялăм, Треньелĕм!
Çуралса ỹснĕ Треньелĕмрен Патăрьелне куçса килсе пурăнма тытăнни чылай çул иртнĕ пулин те тăван ялтан эпĕ пĕрре те писмен. Уйрăлман та темелле. Пушă вăхăт тупăнсанах хамăн çăмăл "кỹме" çине ларатăп та атте-анне килне васкатăп, тăван-пĕтен патне кĕрсе тухатăп, тус-тантăшпа тĕл пулатăп, кỹршĕ-аршăпа курнăçатăп. Ку çеç те мар, тăтăшах ял таврашĕнчи ачаран хамшăн кăмăллă та хитре вырăнсене туха-туха çỹретĕп. Маншăн çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те Сăвăр лаппи хитре. Этем вăйĕпе тунă аслă кỹлĕ-плотина кăна мĕне тăрать! Унпа танлашаканни районта та çук. Ял çумĕнчи çырмари утрав, пĕр ỹстермесĕрех калатăп, çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ. Кану паркех пулса тăчĕ вăл халăхшăн. Татмăш енчи сăрт çинчи кỹлле вара кайăк кăвакалсем юратаççĕ - улах çĕрте вĕсене хăратакан çуккинчен килет çакă. Унта та çитсе килетĕп вара ỹркенмесĕр-юшкăн тулман-и, типсе ларман-и?
Хыт-хура та çỹп-çап...
Пĕринче çапла ялăн хĕвел анăç еннелле уттартăм, автотрасса леш еннех каçса уçăрах лаппа тухрăм. Сулахайра - ăшăхланса çитнĕ Ыхра çырми. Умра- çурхи шывсем тăвалларан юхса анса çурнă тепĕр шырлан. Тата маларах, утрав евĕр вырăнта, сухаламан-туман ана курăнса выртать. Эпир пĕчĕккĕ чухне кунта тăкăс та ансăр вырăнсене те тракторсем кĕске плугсемпе кĕре-кĕре сухаласа тухатчĕç, тырă-пулă çитĕнтеретчĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне каникулсенче тахăш кĕтесĕнчен хам утă турттарнине те лайăх астăватăп. Треньелĕн çĕрĕ пулнă кунта ĕлĕкрен. Халĕ вара... Йĕри-тавра эрĕмпе вĕлтĕрен ỹсет. Айлăмрах тĕлте çынран çỹллĕ хупахпа пиçен кашлать. Тата темле пĕлмен çỹллĕ йĕплĕ курăксем йĕр-кепĕрĕн. Ку çеç те мар-ха чĕрене пăчăртаканни. Пĕрисем, хăйсене пуринчен те ăслăрах текенсем, кунта çỹп-çаппа ытти ăпăр-тапăра та ассăр килсе тăкма юрать тенĕ пулмалла_ трактор прицепĕ чухлĕ кивĕ шифер таткисене çырма хĕрринелле тỹнтернĕ. Свалка! Пĕр усăсăр выртакан çĕр вĕт кунта халĕ. Хăть кĕтỹ те пулин çỹринччĕ. Çук! Ыхра Çырми ялĕн каскăн ĕнисем кăна çиткелеççĕ курăнать. Кĕтỹ кĕме Треньелсене меллĕ мар_ выльăха федераци шайĕнчи асфальт çул урлă вĕçсĕр каçараймастăн. Çывăхра шутланакан Тăрăншăн та чĕлхесĕр янавара утма инçе кунталла.
Пĕр пытармасăр калатăп-чунăм хуçăлчĕ, Çĕр-аннемĕре мăшкăланăн туйăнчĕ. Никама та ним те кирлĕ мар-ши?
Ката лартмалла! Çапла çырма-çатрапа типсе ĕннĕ курăк хушшинче унталла-кунталла уткаласа çỹренĕ май пуçа пĕр шухăш пырса çапрĕ: ката евĕр пĕчĕк вăрман чĕртмелле кунта.
Йывăç-тĕм хыт-хура мар. Вăл= куçа илĕртекен илем, вăл= таса сывлăш, вăл- улма-çырлапа кăмпа. Ку çеç-и-ха! Вăлах çĕр ишĕлсе пынинчен те, техĕмлĕ хура тăпра юхса пĕтесрен те сыхлать. Сулхăнĕнче канма епле лайăх тата! Кунсем иртнĕ май, эрнесем шунă май мимене пăралакан шухăш сарăлса пычĕ. Тен, вăрман чĕртес ĕмĕте манăн никам çине те шанмалла мар? Тен, хамах пуçăнас пархатарлă ĕçе? Çак канăçсăрлантаракан ыйтупа эпĕ малтан ял активĕнче чылайранпа çỹрекен аслăрах тусăмпа Федор Николаевич Муськинпа калаçса пăхрăм. Вăл хайхи çĕрсем паян кунчченех Треньелĕн иккенне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çав вăхăтра ял тăрăхĕнче-поселенийĕнче кăлавара вăй хуракан Валерий Петрович Рубцов та çакнах каларĕ. Çĕр йĕркелĕвĕсене темиçе хутчен ирттернĕ пулсан та мăн асаттесен чиккине никам та улăштарман-мĕн. Вăл та, ку та ман пуçра вăрман пирки çуралнă шухăша ырласа савăнтарчĕç.
Çакăн хыççăн Ыхра Çырми ялĕнчи ватăсем патне те кайса килтĕм. Мĕн тесен те, кỹршĕсем вĕт, çĕрсем юнашарах. Килĕшсе тунине ним те çитеймĕ. Çав аксакалсемех, йывăçсем лартас пулсан, ĕнесене те унта таптаса çỹресрен чарма шантарчĕç.
Ăçтан пуçламалла?
Умма ырă тĕллев карма çăмăл. Шухăшпа шурă çурт та лартма пулать. Вăрман чĕртем тени те вăл ача вăййи вылясси мар. Ăна килти сад пахчинче хăрнă панулмисене улăштарса тухассипе те, ватăлнă хурлăхан тĕмĕсене çĕнетессипе те танлаштараймăн. Пуçра вун-вун ыйту çуралать: ăçтан пуçламалла, мĕнрен тытăнмалла?
Хама пăшăрхантаракан шухăшсене кỹршĕ-аршă çамрăкĕсемпе хускатса пăхрăм. "Лайăх калаçсан эпир йывăçсене лартма хавасланса пулăшатпăр". Çапларах пулчĕ вĕсен хуравĕ. Аппан (аннен аппăшĕн) ывăлĕ, хампа тантăш Гриша вара тăвансене те явăçтарма сăмах пачĕ. Чĕлхи-çăварĕ япшар унăн. Кирлĕ чухне витерсе калама та, çынна итлеттерме те ăста. Пĕччен-иккĕн пуçăнмалли ĕç мар-çке- йыш кирлĕ. Çакă мана тата хавхалантарчĕ. Малалла-йывăç хунавĕсем тупмалла. Вĕсем вара çĕр-çĕр тĕп кирлĕ. Ара хыт-хура пуснă хайхи лаптăк тăватă гектар таврашнех пуçтарăнать вĕт.
Мĕн ỹстерсен лайăхрах тата? Унчченхи саманари евĕр тирекпе йăмра хунавĕсене чиккелесе тухнипе ĕç кăлараймăн. Района паракан отчетсене пĕтĕмпех ĕненес пулсан, учительсем ертсе пынипе ача-пăча чикнĕ чĕрĕ патаксенчен халиччен пирĕн таврара ура пусма çук вăрман ĕрчемелле те... Ăçта -ха вăл? Çук-çук! Кунта йĕркеллĕ, чăн-чăн йывăçсемех лартса ỹстермелле. Ку кăна та мар. Вĕсене пăхса-сыхласа тăмалла. Унсăрăн татах Пушкинăн пурте аван пĕлекен юмахĕнчи çурăк валашка патнех пырса тухăн, "вăрман ỹстереп" тесе мухтанса ятна çеç çĕртĕн. Т
ĕнче ырă çынсăр мар
Çапла ырă ĕмĕтпе хавхаланса çỹре-çỹре районта вăрман улпутĕнче вăй хуракан Владимир Иванович Глухов патне пырса тухрăм. Тахçанах пĕр-пĕрне аван пĕлетпĕр те, пĕр пытармасăр хамăн хуйхă-суйхă çинчен каласа кăтартрăм. Ăнланчĕ мана авалхи тус, пĕр виçĕ пин çурă яхăн хунав тупса пама шантарчĕ. Ытларахăшĕ хырпа чăрăш тата. Шăпах çаксем кирлĕ те ĕнтĕ. Мĕн тесен те вĕсем ăвăспа çирĕк кăна мар, паха та сумлă йывăçсем. Хĕлĕн-çăвĕн симĕс лараççĕ, таврана ырă шăршă кăларса чирлĕ çынна та сыватма пултараççĕ. Анчах тỹрех асăрхаттарса хучĕ-чаплă та стандартлă хунавсене ун чухлĕ параймĕ. Вĕсене урăх çĕрте вăрмансене çĕнетсе тăма та пайтах ыйтаççĕ. Кăштах айваннисем, брак тесе шутланакансем е посадка лартнă хыççăн шутран кăларма май пуррисем пулĕç. Кунпа та савăнсах килĕшрĕм. Лайăх чавса лартсан, кăпкалатса тăрсан, е тата шăрăхра шăварсан, пăхма сусăррисем те аванах йăл илекенччĕ-ха.
Транспорт пирки калаçсан та хирĕç пулмарĕ Рубцов юлташ, туххăмрах пĕр машина тупса пачĕ. Çапла эпир вăрманти таçти пĕр питомника кайса юлнă хунавсене пĕтĕмпех пуçтарса килтĕмĕр. Май пуçламăшĕ йывăç-тĕм лартма шăпах меллĕ-çĕрĕ те чĕрĕ, патшалăх ĕçĕнчен канмалли кунсем те çителĕклĕ. Халĕ ĕнтĕ ниме пуçтарасси кăна юлать. Тĕллевĕм пĕрре-ку ĕçе Çĕнтерỹ праçникĕ тĕлне пĕтерсе пăрахмалла. Уявĕ ытла сумлă-çке.
Нимене, нимене!
2006 çулхи майăн тăваттăмĕш кунĕ. Паянхи пекех астăватăп ăна. Ирпе-ирех хайхи йывăç лартмалли вырăна çитсе тăтăм. Каланă çынсем килĕç-и, сăлтав тупса алă сулса тăмĕç-и, тетĕп. Наряд çырса кĕмĕл тỹлемелли ĕç мар вĕт-ха. Сăвапшăн тумалли япала кăна. Иккĕленетĕп пулсан та багажника виçĕ витре кĕрекен хурана пăрахрăм, шỹрпе пĕçерме тупнă сурăх какайне хутăм, флягăна шыв тултарса лартрăм. Ман хыççăнах аттепе анне тата кĕçĕн ывăлăм та персе çитрĕç. Пăхатăп та, çивĕч кĕреçе, сенĕкпе кĕрепле тата шыв витри тытнă çынсем пĕрин хыççăн тепри пирĕн паталла утаççĕ. Пĕр вунпилĕкĕн те пухăнса кайрăмăр. Ку вара- самаях пысăк "çар". Пĕрремĕш йывăçа, мана пуçаруçă пек хисеплесех пулĕ, аттене, Петр Трентьевича, вăрçă ачине, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан тепĕр кунне çуралнă ветерана тата ман аннене, Дария Макаровнана лартса пуçлама сĕнчĕç. Вара ĕç вĕреме пикенчĕ. Кашнине ятран асăнса тăрас теместĕп. Çапах хастарсенчен Муськин Алексей Федоровичпа (кум пулать вăл ман) мăшăрне, Логунов Николай Юрьевича, Екатерина Ивановна Терентьевана, Дария Николаевна Иванована асăнса хăвармасăр иртес килмест. Хамăн Виктор та, çиччĕре кăна иккенне пăхмасăр, чĕркуçлене-чĕркуçлене йывăçсем лартса тăчĕ. Треньелĕнчи тулли мар вăтам шкулăн физкультурăпа ĕç учителĕ Юрий Дмитриевич Логунова та тав сăмахне калас килет. Вăл тепрер кунтан шкульниксен патвартарах пĕр ушкăнне пулăшма пухса килчĕ. Маларах палăртнă пекех, пилĕк куна пычĕ пирĕн ĕç. Пытармасăрах калатăп, акшар чулĕ пек хытса ларнă çеремлĕ çĕре кĕреçепе чава-чава ура тĕпĕсем ыратакан пулчĕç. Ачасене кăна мар аслисене те халтан ярать кун пек çĕрте. Çапла тăрăша-тăрăша "утрав" тесе ят панă лаптăка 2050 тĕп, Треньел енчи çырма хĕррине тепĕр 1150 тĕп (пурĕ вара 3200 тĕп) хăйхи Владимир Иванович панă лăсăллă йывăç хунавĕсене лартса тухрăмăр. Ăçта çитнĕ унта та кунта мар, йĕркепĕрĕн, салтак стройĕ евĕр чиксе пытăмăр. Ĕçĕмĕр харама каймарĕ Йывăçа лартма çăмăл, пăхса çитĕнтерме йывăр тенĕ ваттисем.Тымар яраççĕ-ши ачамсем? Хăрса лармаççĕ-ши ачашскерсем? Хурт-кăпшанкă тапăнса мăшкăл кăтармасть-ши? Е тата ĕне выльăх е качака тавраш кĕрсе кăшламасть-ши? Çырма хĕррине пырса сăра-эрех ĕçекен яш-кĕрĕм таптаса пĕтермерĕ-ши? Кашни пушăрах самантрах- ирпе ирех-и, хĕвел анса тĕттĕмленнĕ-и- йывăçсем патне васкатăп, пĕшкĕне-пĕшкĕне папкисене ачашлатăп.
Çапла çу иртрĕ, кĕркунне пулчĕ, юр ларчĕ, çуркунне çитрĕ... Çĕр-шыв типессе куç пекех кĕтетĕп. Акă тĕнчене те симĕс сăн çапрĕ. Пăхатăп та, хайхи ман хунавсем те юлмаççĕ, çỹлелле кармашаççĕ, çулçă кăлараççĕ. Пĕррехинче кунта маларах асăннă вăрман ĕçченĕ Владимир Иванович кĕрсе тухрĕ. "Эпир ятарлă вăрманçăсем пулсан та пирĕн йывăçсем кун пек лайăх чĕрĕлеймеççĕ. Сирĕн пĕтнисем çукпа пĕрех, 98 процент таран аталанаççĕ"-çапларах мухтаса хăварчĕ вăл пире. Пĕрлех тата та хунавсемпе тивĕçтерме шантарчĕ. Тимĕре хĕрнĕ чухне шакканине асра тытса ним тăхтаса тăмасăр хыççăнах вĕçтертĕм ун патне. Пушă выртакан лаптăксем тата та пур вĕт. Вĕсене те симĕслентермелле. Вăрман сарăлсах пырать Татах тăвансемпе тус-юлташа нимене йыхравлатăп. Хăйсен пĕлтĕрхи ĕçĕ харама кайманнине кура вĕсем хавасланса килĕшеççĕ. Хам та ырă тунине ырăпа тавăрма тăрăшатăп, ĕç вĕçленĕ çĕре така шỹрпи е пулă яшки пĕçерсе хуратăп, ытти ĕçми-çимине хатĕрлетĕп, ĕшеннĕ хыççăн канса илччĕр тетĕп.
Çапла эпир 2009 çул тĕлне 5700 ытла тĕп лартса тухрăмăр. Яланхи пекех Муськинсем, Терентьевсем, Логуновсем, Вадим Сурков, Павликпа Олег Романовсем, Макаров Славик хастар хутшăнчĕç. Юра Эльмуков, Валерий Портнов тата Гена Галкин пирĕн йывăр ĕçе çăмăллатас тесе йывăç лартмалли йĕрсене тарăн касă туса пĕр пус укçа ыйтмасăр тракторпа сухаласа пачĕç.
Пĕринче тата панулми хунавĕсене лартнă çĕре район пуçлăхĕ Николай Глухов, республикăри Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина (пирĕн ял хĕрарăмĕ) хăйĕн икĕ йăмăкĕпе, район депутачĕсен Пухăвĕн темиçе депутачĕ хутшăнчĕç, ĕçе ырласа савăнтарчĕç.
Сăмах май каласан, халĕ вăрманта хурăн, пилеш, юман, шĕшкĕ, çавăн пекех грушăпа слива, хăмла çырлипе хурлăхан ешереççĕ. Сайра тĕл пулакан кедрпа каштан та, хура хурăнпа лиçва та пур. Çапах эпир паяна çитсе те юлашки пăнчă лартман-ха, çуллен çав Çĕнтерỹ праçникĕ умĕн йышпа пуçтарăнса çĕнĕрен те çĕнĕ йывăçсем хушса лартатпăр, аталанса кайманнисене, хăрнисене, хуçăлнисене çĕнетпĕр. Хăрушлăх та пур Шел пулин те, тепĕр чухне кăмăла хуçакан самантсем те сиксе тухаççĕ- лартнă йывăçсене хуçакан-амантакан, машинăпа кĕрсе таптакан чунсăр çынсем те тупăнаççĕ. Выльăх кĕрсе кăшласа çỹрени те пулкалать. Икĕ хутчен вăрман çунса каяс хăрушлăх çивĕччĕн тухса тăчĕ. Пытарма кирлĕ мар, юлашки çулсенче халăхра çỹп-çапа урама пăрахса çунтарасси начар йăлана кĕрсе кайрĕ. Иртнĕ çулхи хăрнă курăксене те ним шутласа тăмасăр чĕртсе яраççĕ. Вутăн алли вăрăм, алхасса кайсан таçта та çитет. Çапла 2010 çулхи пĕр шăрăх кун çырма тăрăх ĕнсе пыракан çулăм (те çунакан пирус тĕпне пăрахнă, те ача-пăча шăрпăкпа вылянă) вăрманах кĕрсе кайнă. Юрать-ха, кун пирки систерекен тупăнчĕ. Мĕнпур ĕç-пуçа пăрахса яла таптарса çитрĕм, кама курнине йывăçсене çăлма чĕнтĕм. Вара алла мĕн лекнĕ çавна тытса çулăм çулне пỹлме чупрăмăр. Унсăрăн мĕн чухлĕ ĕç харама каятчĕ! Ял-йышран урамсемпе кил-çурт умĕсене тирпейленĕ чухне вут-кăвартан асăрханма ыйтас килет.
Ĕлĕк пушă выртнă вырăнсене халь кĕретĕп те вăрманта çỹренĕнех туйăнать, чун савăнать. Эпир лартнă йывăçсем ỹсчĕр çỹллĕ та лаштра!
Валерий Игорев каласа панине Николай ЛАРИОНОВ журналист çырса илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)