24 июля 2013 г.
Калаçу çак енне çаврăнса тухман пулсан, вăл миçе çулта пулнине пĕлеес те çукчĕ: хĕрарăм вăй питти чухнехиллех вашават, кĕлетки çирĕп, пичĕ-куçĕ те пĕркеленчĕк айне пулман, ĕмĕчĕсем те пысăк. "Тĕлĕнмелле хĕрарăм!" - шухăшларăм ăшăмра. Çитмĕле çывхаракан кинемейĕн хастарлăхĕ тата еплерех! Çулпа хăйĕнчен кĕçĕннисем ăна Кĕçĕн Патăрьелĕнче Анюк аппа тесе чĕнеççĕ, хисеплесе - Анна Емельяновна.
Вăрçă хыççăн кун çути курнă çыннăн пурнăç кĕнекине çырăнса асра юлнă вăхăтсем сахал мар: выçăллă-тутăллă ачалăх, крахмал икерчи, йышлă çемьери пусарăнчăклă çамрăклăх...
Çемьеллĕ пурнăçра та ăраскалĕ синкерлĕ: вунă çул ытла ĕнтĕ мăшăрĕ вилнĕ хыççăн А. Шуряшкина пурнăç тилхепине пĕчченех тытса пырать. Паян юратнă ачисемпе, ытарайми мăнукĕсемпе савăнса, хавхаланса пурăнать.
- Кĕтмен хуйхă чĕрере пирчейми суран турĕ пулин те хама телейсĕр теместĕп. Куçран куççуль пăчăртанса тухсан та манăн чун юрлать. Çакă вара çынра чи кирли тесе шутлатăп. Мăшăрăм та çаплахчĕ, юрра-ташша маçтăрччĕ. Çут тĕнчене çĕнĕрен килес пулсан та паян Турă пỹрнĕ шăпамах суйласа илнĕ пулăттăм. - калаçăва пуçларĕ Анна Емельяновна хăйĕн тĕрри-çĕввипе паллаштарнă май. Вĕсем унăн тĕркемĕпех. Чăваш кĕписемпе тĕрленĕ саппунĕсем, тутăрĕсем хушшинче çухалса та каятăн. Хăйпе пĕрле ансамбле юрлама çỹрекен пиллĕкри Арина мăнукне те чăн чăвашла тум хатĕрлесе панă: шупка пĕлĕт тĕслĕ аркăллă кĕпе, илĕртỹллĕ тĕрĕллĕ саппун, капăр тухья. Пĕчĕк "Нарспи" кукамăшĕпе хаваспах юрлама çỹрет.
-Маншăн юрă пыл та, çу та мар - чун уççи,- хăйĕн шухăшне малалла тăсрĕ Анюк аппа. Ун хыççăн çепĕç сассипе тăванлăх юррине шăрантарса ячĕ:
Тапăртатса тăрать Турă лаши
Малтан-мала каясшăн.
Тапăртатса тăраç тăванĕсем,
Ĕмĕр пĕрле пурнасшăн...
Ялта культура вучахĕ çлеме пикенни 50 çул тултарнă ятпа (иртнĕ çулхи ноябрьте) А. Шуряшкина пенсионерка хăй пуçарса тивĕçлĕ канăва тухнă хастарсенчен ансамбль йĕркеленĕ. З. Шекеева, В. Угасева, В. Матросова, Г. Шуряшкина, В. Петров тата ыттисем те хаваспах клуба репетицине çỹреме пикеннĕ. Ĕлĕкхи кĕвĕ-çемĕне сцена çине кăларнине ял халăхĕ те ал хапăлах йышăннă. Пĕрремĕш "икерчиех" лайăх пулса тухнине кура "Бурановăри кинемейсем" евĕрех хĕрарăмсен кунĕнче те, ял уявĕнче те çынсене савăнтарнă. Питравра вара чăвашсен йăли-йĕркипе улăха вăййа тухнă.
Çулĕсем шултăраланас енне сулăннă кукамай-асаннесен ĕмĕчĕсем пысăк-ха. Хăйсен ушкăнĕ çумне вĕсем ыттисен мăнукĕсене те явăçтарасшăн. Ан тив, сцена çинче харăсах виçĕ ăру халăха савăнтартăр. Сăмах май каласан, Анна Шуряшкина ĕç стажне вăтам шкултан вĕренсе тухсанах пуçланă: ясли садра, сутуçăра, клубра, хуçалăхра кассирта... Паян та вăл Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура центрĕн администраторĕ шутланать. Обществăлла тивĕçсем те пайтах: хĕрарăмсен, ветерансен канашĕн председателĕ... Маларах пĕр хутчен мар ял тăрăх депутачĕ те пулнă.
А.ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)