17 июля 2013 г.
Ырă та ăшă çуллахи кун. Июлĕн 9-мĕшĕ. Тăрăн çыннисемшĕн уйрăмах чыслă та хисеплĕ вăл. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Турă Амăшĕн Тихвин иконне таврари чи ватă чиркỹре уявлаççĕ. Çак ятпа кĕлĕ ирттернĕ çĕре ытти пачăшкăсемпе пĕрле округ благочиннăйĕ Сергий протоиерей, Чăваш Республикин кăнтăр районĕсенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи тата Тутарстан республикинчи турра ĕненекенсем хутшăнчĕç.
Молебен хыççăн савăнăçлă хĕреслĕ çỹрев ирттерчĕç.
Кăнтăрла иртсен, аслатиллĕ çумăр хыççăн, ешĕл улăха йышлă вăйă карти тухрĕ.
Çăмха ывăтрăм çỹлелле,
Сисеймерĕм аннине.
Çамрăк ĕмĕр иртнине,
Сисеймерĕм вăйăра...
Çапла пуçларĕç вăйă картинчи илемлĕ тĕрлĕ наци тумне тăхăннă хĕрарăмсем юрра. Ĕлĕкхи йăла-йĕрке вăй илчĕ. Çак вăхăтра кăнтăр енчи асамат кĕперĕ тĕрлĕ тĕспе çиçрĕ. Унăн пĕлĕтри пĕккин ытамĕнче симĕс улăхри чăваш хĕрĕсем хỹхĕммĕн курăнаççĕ.
Уява ялти çулланнă çынсем те хутшăнчĕç. 85 çулхи Федосия Ашмарина, 75ри Лидия Бородкина авалхи йăлана малалла тăснăшăн чăннипех савăнчĕç. Зоя Матросова "Анне" юрра шăрантарчĕ. Зинаида Шекеева хăй çырнă сăввисене вуласа пачĕ.
Уява хутшăннисем пурте пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Халĕ манма пуçланă тĕрлĕ вăййа "чун" кĕчĕ. Çĕтĕк çăпаталла, чушкăлла вылярĕç чылайăшĕ.
Çумăр пĕрĕхкелесе тăни кире пуканĕ йăтассине, алă вăй виçессине те ирттерме чăрмантармарĕ.
Хĕвел ансан тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕ халăх. Çак сумлă уява культура ĕçченĕсем пачах хутшăнманни çеç пăшăрхантарчĕ.
В. ПЕТРОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)