Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирина çитĕнĕвĕ савăнтарать

13 июля 2013 г.

Хусантан тепĕр савăнăçлă хыпар çитрĕ: студентсен Пĕтĕм Тĕнчери çуллахи Универсиадинче Треньелĕнче çуралса ỹснĕ Ирина Юманова 20 çухрăма утса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Ăсталăха Ирина республикăри спорт шкулĕнче туптанă.

Ентешĕмĕр Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕренет. Студентшăн медаль çĕнсе илни питех те чыслă.

- Кăçалхи сезон маншăн ăнăçлах пуçланмарĕ. Европа кубокĕшĕн пынă ăмăртусенче те çакнашкал пулчĕ: çĕнтерỹçĕсен пьедесталне лекеймерĕм. Унта тăваттăмĕш вырăна тухни самаях пăшăрхантарчĕ. Хальхи кĕмĕл медаль пĕтĕм хуйха-суйха сирчĕ. Питĕ хĕпĕртерĕм. Пысăк çитĕнỹре атте халалĕ пурнăçа кĕнине туятăп. Утас ăсталăха пуçласа вăл хăнăхтарнă-çке мана. Анчах çывăх çыннăм халĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ - 3 çул каялла вилчĕ. Çапах та атте канашĕ мана пулăшсах тăрать, ăмăртусенче çул кăтартса пырать,- тет Ирина Юманова.  

-- Сăмах май çакна та хушса калама пултаратăп,- савăннине палăртать Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов _ Ирина ашшĕ - Петр Иванович - чăн-чăнах спорта парăннă çынччĕ. Унсăрăн-вăхăтĕнче районти пĕр ăмăрту та иртмен. Çуран та, йĕлтĕрпе те чупма ỹркенместчĕ. Хĕрĕн малашлăх çулне уçаканĕ вăлах. Иринăпа пĕрле спортăн çак енне П. Юманов К. Фролова та явăçтарнăччĕ. Кирилл халĕ утас ăсталăха Мускавра туптать. Çитĕнỹ çăмăлпа килмест. Ирина малтан районти, республикăри ăмăртусенче пĕрре çеç мар мала тухнă. Халĕ вара Раççей, тĕнче шайне хутшăнать.

Район çыннисем Ирина çитĕнĕвĕшĕн савăнаççĕ, ăна малашне ăнăçусем сунаççĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика