Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта - ял-хуçалăх министрĕ

03 июля 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун районта ĕçлĕ çул çỹревпе республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пулчĕ, шăрăх та типĕ çанталăка пула "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсенчи ял хуçалăх культурисем кирлĕ пек ỹсменнине, сиенленнине курса ĕненчĕ.

Министр çавăн пекех "Исток" çĕр ĕç фирминчи уй-хир культурисем мĕнле аталаннипе паллашрĕ. Асăннă хуçалăх йывăр лару-тăруран тухмалли хăш-пĕр вырăнти меслетсемпе усă курать, "иккĕмĕш çăкăра" сыхласа хăварас тĕллевпе анана кỹлĕрен шыв илсе пăрăхсемпе сирпĕтсе шăвараççĕ. Усси пурах, çĕр улми хальлĕхе начар мар çитĕнет.

Сахăр кăшманĕн уйĕ вара ку тĕлĕшпе "телейсĕррисен" йышĕнче: типĕ çанталăк пропашной культурăна кирлĕ пек аталанма памасть.

Ĕçлĕ çул çỹревпе Сергей Владимирович "Батыревский" хуçалăхри уй-хирсене те çитрĕ, тĕрлĕрен культурăсем мĕнле ỹснине сăнарĕ. Акционерсен обществинче кăмăла çĕклемелли сăлтав та пулчĕ. Чылай çĕрте выльăх-чĕрлĕх витисем юхăнса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем ырă тĕслĕхлĕ. Вĕсем 200 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçмалăх витен никĕсне ярса купалама пикеннĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Патăрьелсем мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе начар мар тыр-пул туса илессе шаннине каларĕ, çав вăхăтрах типĕ çанталăк условийĕпе типсе пĕтнĕ культурăсем пирки хуçалăх ертỹçисене кирлĕ хутсене тăратма сĕнчĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика