Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕшĕн тăрăшать

19 июня 2013 г.

-_ Пăхсамăр, чул чечекĕ çеçке çурнă. 30 çулта пĕрре çеç савăнтарать вăл хăйĕн илемĕпе тесе илтнĕччĕ. Чăнахах та çапла иккен. Чечекĕ те чул евĕрех вĕт. Шурă çеçкесен хушшинче шăрçа евĕр пăнчăсем пур. Шăрши еплерех! Пỹлĕме кĕрес килсе тăрать. Каçхине тата та ытарлă тутлă шăршă,- савăнăçне пытараймасть Треньелĕнчи Л. Суркова.

Апла пулсан унăн çеçки 30 çулта. Хăшне хăçан лартнине астуса пĕтерме те йывăр. Çурт тулли чечек Лариса Ивановнан. Хĕрлĕ, сарă, кĕрен çеçкесем пĕрин хыççăн тепри çурăлса çеç тăраççĕ. Чỹрече янахĕсем çинче лутра ỹсекеннисем лараççĕ. Маччаналла кармашнисем вара урайĕнче. Сарлака е вĕтĕ çулçăлли те, хăва вуллилли те пур вĕсен хушшинче. Халăхра калакан укçа, сывлăх, юрату чечекĕсем те ỹсеççĕ савăтра. Вĕсене пăхма та пĕлмелле-çке. Ку енĕпе тимлĕх çитетех Л. Суркован. Çакна тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетсе пама пулать. Уйрăм предприниматель шутланать вăл. Лавкка тытать. Унччен суту-илỹ предприятийĕ умĕнче усăсăр çĕр выртнă пулнă. Ăна хăй çине илсе Лариса Ивановна карта тыттарнă, чечексем акнă. Халĕ салтак тỹмми, георгина, нарцисс, тюльпан, фиалка, лилия, гладиолус, георгина, флокс... пĕрин хыççăн тепри черетлесе çеçке çураççĕ. Аякранах курăнать илем. Выльăх кĕрсе таптасси çук. Куçа шартараканскерсем сахал мар çынна илĕртеççĕ. 

-Каçхине пĕчĕк пахча умне кĕске сак лартса хăваратăп. Çамрăксем шăкăл-шăкăл калаçса ларччăр тутлă шăршăпа киленсе. Вăхăтĕнче хамăр та çаплаччĕ,- кăмăллăн калаçать хĕрарăм.

Усламçă Тăван тавралăха сыхламалли çулталăка кăтартуллă ирттерет. "Манăн çулталăк", - тет вăл мăнаçлăн кун пирки.

Çакнашкал илеме вара пур ялта та тума пулать. Ун пек лавккасем кашни ял тăрăхĕнчех пур-çке. Çут çанталăк тусĕн малашлăх ĕмĕчĕсем татах та пур. Ялти хĕреслĕ урамра та çеçке кĕтесĕ тăвасшăн. Ял администрацийĕ карта тытса пулăшсан, чечек тĕнчи Треньел илемĕ пулĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика