15 мая 2013 г.
Пирĕн çĕр-шыв историнче сахал мар вăрçă пулнă. Çапах та чи йывăр, юнлă, пысăк пĕл-терĕшлĕ йĕр хăварни - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи. "Аслă" тени хăй ячĕпе анчах мар, пĕлтерĕшĕпе, уйрăмлăхĕпе палăрса тăрать. Çакăн пек нумай миллионлă çарсем вăрçă хирĕнче тытăçни, пĕтĕм халăх ют çĕре ярса илес текенсене хирĕç кар тăни, тăшманпа фронтра тата тылра çапăçакансен патриотла çĕкленĕвĕ хĕрсе çитни çар историнче пулман.
Аслă вăрçă иртнĕ вăхăт пулсан та, унăн ахрăмĕ паянхи кун та пирĕн чĕресенче сĕвĕрĕлмен. Ирсĕр вăрçă кашни киле, çемьене кĕчĕ, миллионшар çыннăн пурнăçне татрĕ, пысăк аркату, хĕн-хур, инкек кăтартрĕ. Пирĕн Тăрăн ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 205 арçын тухса кайнă, çурри ытла - 110шĕ, тăван киле каялла таврăнайман. Вĕсенчен чи çамрăкки - Петров Владимир Никифорович. Вун саккăрти каччă тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Çулĕпе чи асли вара пирĕн ялтан Андрей Осипович Ялуков пулнă. Вăл çичĕ ютра канлĕх тупнă чухне хĕрĕх саккăр тултарнă.
Пурин те пĕр хуйхă пулни çынсене çывăхлатать, пĕрлештерет. Çак туйăма эпĕ лайăх ас тăватăп. Хĕллехи вăрăм каçсенче касри салтак арăмĕсем пирĕн килте чĕпкуç çутинче пуçтарăнса ларатчĕç. Фронтран таврăннă салтаксем кỹршĕре калаçатчĕç. Эпир, шĕвĕрккесем, вĕсем калаçнине сывламасăр итлесе лараттăмăр. Каярахпа, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче, шкула çỹреме пуçларăмăр. Пирĕн класра ултă ача вĕренетчĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсемччĕ ун чухне. Выçăллă-тутăллă пурăнаттăмăр, çие тăхăнма тумтир те пулман, кĕнекепе тетрадьсем те çукпа пĕрехчĕ. Хĕллехи шартлама сивĕсенче çырмалли чернил та шăнса ларатчĕ. Çапах, йывăр пулсан та вĕренме, ăс пухма, çĕр-шывшăн усăллă çын пулма тăрăшнă. Анчах шел, вăрçă ачисенчен чылайăшĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕç. Мĕншĕн тесен саманан чи йывăр вăхăчĕсем вĕсен ĕнси çине те тиеннĕ: çамрăк ачасем ял хуçалăхĕнче те, заводсенче те аслисемпе тан вăй хунă, тăрăшнă, çĕнтерỹ кунне çывхартнă. Никам та мар, чăн малтан вăрçă ачисем тĕнче уçлăхне çĕкленчĕç, çĕр-шыв экономикине çĕклерĕç. Халĕ вĕсем, 1928 _ 1945 çулсенче кун çути курнисем, тивĕçлĕ канура. Анчах шел, çак ушкăнти ватăсем паян пенси укçисĕр пуçне нимĕнле çăмăллăхпа та усă курмаççĕ. Çакă вара пире кулянтарать.
Василий ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)