Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акма лайăх çĕр нỹрлĕ Чух

30 апреля 2013 г.

Экология: подготовка к празднованию Дня Республики

 

 Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Исток" агрофирмăн хирĕсенче техника сасси иртен пуçласа каçченех кĕрлет: пĕринче акаççĕ, тепринче сỹрелеççĕ, виççĕмĕшĕнче кăпкалатаççĕ...

Çурхи кун çулталăк тăрантарнине асра тытса яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата агротехнологие пăхăнса ирттерме тăрăшаççĕ. Тракторсемпе машинăсене, кăкарса çỹремелли агрегатсене унчченех юсанăран ĕç кал-кал пырать. Çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ турттарса килнĕ. Кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем пурте кондициллĕ, пысăк пахалăхлă. Иккĕмĕш репродукцирен пĕчĕкреххипе усă та курмаççĕ. 

-Вăрлăхсене çуллен çĕнететпĕр. Кăçал Çĕрпỹ районĕнчи Опытный станцинчен "эльф" суперэлита урпа 5 тонна туянтăмăр. Малашне эпир элитăпа çеç ĕçлесшĕн. Çак кунсенчех çĕр улмин "рокко" сортне Мускавран илсе килмелле. Пысăк тухăç пухса кĕртес, тупăш курас тесен вăрлăх патне тимлĕх уйăрмаллах, _ тет хуçалăхăн агрономĕ Д. Ерофеев хирти ĕçсемпе паллаштарнă май.

Районта сахăр кăшманĕ çитĕнекен чи пысăк лаптăк- Кĕçĕн Патăрьелĕнче. Пĕлтĕр вăл 300 гектар йышăннăччĕ, кăçал та унран кая мар никĕсе хывма палăртнă.Тымар çимĕçĕн вăрлăхне акма пуçăннă. В. Лампасов механизаторпа унăн пулăшуçи А. Колосов хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Тырă акакан виçĕ сеялкăллă агрегата кăкарнă трактор инçетренех курăнать. Н. Тихонов тытса пыракан техника хăй майĕпе пырать. Ана вĕçне çитсен вăл вăрлăх сахалланнăран чарăнчĕ. Акаçăсем килсе чарăннă машина çинчи михĕсене пушатма пуçларĕç. Ĕç вĕресе çеç тăрать.

- Халь кашни минут хаклă, канса тăма вăхăт çук, - тет Николай Васильевич Тихонов. "Исток" агрорфирмăра кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене аммиак селитрипе апатлантарса пĕтернĕ, нỹр тытса хăварнă.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика