Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕчĕсем пурнăçланаççĕ, малашлăхпа пурăнаççĕ

10 ноября 2012 г.

Пĕр чÿлмеке икĕ шапа кĕрсе ÿкнĕ. Пĕри пĕрех тухаймастăп тесе тÿрех путса вилнĕ. Тепри вара тапăлтатнă та тапăлтатнă. Хăй сисмесĕрех хăймаран çу ÿкернĕ, çапла майпа хăтăлнă, тет. Ку юмаха ахальтен аса илмерĕм. Тăрăшсан, йывăрлăхсене çĕнтерме, аталану çулĕпе утма та пулать иккен. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи “Исток” агрофирмăн ĕне-выльăх фермипе паллашнă хыççăн та çакна çирĕплетсех калама май пур. Улшăнусемпе çĕнĕлĕх-сем вите патне пынă чухнех сисĕнчĕç. Унччен çул пылчăкпа çăрăлатчĕ. Халь кунта вак чул сарнă. Алăксем те çĕнĕ. Шалалла кĕнĕçем улшăнусем пĕрин хыççăн тепри куçа курăнаççĕ. Кашни ĕне умĕнче шыв ĕçмелли пĕчĕк тимĕр пичкесем вырнаçтарнă. Сăвăнакан сĕте те халь флягăпа йăтса нушаланмаççĕ. Вăл пăрăх тăрăх тÿрех ятарлă температура таран сивĕтекен цистернăна каять. Витере йывăр шăрш тăманни те тĕлĕнтерчĕ.

– Апрель уйăхĕнче сĕт пăрăхĕсене Шупашкарти “Новая агротехнология” фирмăран килсе вырнаçтарчĕç. Ытти ĕçсене вара ĕнесене кĕтĕве илсе тухсан пурнăçлама пуçларăмăр. Çавăн чухнех поликарбонатран вентиляци шахтине те турăмăр. Халь сывлăш та уçăрах, витере те çутăрах, – каласа парать “Исток” агрофирмăн тĕп зоотехникĕ Марат Ринатович Азизов. Кирпĕч урайĕнче тислĕк çук. Вĕр çĕнĕ транспортер шăкăлтатса çеç ĕçлет. Каяш картишĕнче ларакан контейнер çине пухăнать. Ăна кайран ятарлă вырăна кайса тăкаççĕ. Витере санитари кунĕсене туса тăнине, дояркăсем эрнере пĕрре пăрăхсене, шыв валашкисене çунине пĕл-терчĕ М. Азизов.

Выльăхсене халĕ апата алăпа валеçсе памаççĕ. Çăнăх миххисене те йăтмаççĕ. АКМ – 9 миксер утта, сенажа, пурра, улăма, тăвара, концентрата лайăх пăтратать, унтан умĕсене хурса тухать.

– Кун пек тусан, апат та сая каймасть, ĕнесем те лайăхрах çиеççĕ, – калаçăва хутшăнать С. Солдатов ферма заведующийĕ.

Фермăна çĕнетнĕ май вăй хуракансен ĕç, кану пÿлĕмĕсене те сăн кĕртнĕ. Çывăх кунсенчех сĕтел-пукан вырнаçтарса лартма палăртнă. Паянхи пурнăç ыйтакан условисене пурне те тума тăрăшаççĕ.

Эпир пынă чухне ирхи сăвăма вĕçленĕ дояркăсем пĕр-пĕринпе калаçа-калаçа сĕт сăваканнисене çăватчĕç. Вĕсен ĕçĕ кунта та çăмăлланнă. Пĕр хут тасатнă хыççăн аппаратсене малалла машина чÿхет. Шыв кĕрет, тухать.

– 40 çул фермăра тăрăшатăп. Паян вăй хума та кăмăллă. Пенсие кайнă пулсан та кунтан каяс килмест, – тет В. Михеева.

Улшăнусем витере кăна мар иккен. Агрофирмăра ăратлăх патне те тимлĕх ытларах уйăрма пуçланă. Ĕнесене Америкăран илсе килнĕ вăрлăхпа йăхтараççĕ. Пăрăвĕсен пуçĕсем пĕчĕкрех пулаççĕ, çавна май амăшĕсене пăрлама çăмăлрах-мĕн. Вăкăрĕсем ÿт лайăхрах хушнине, ĕнисем сĕт ытларах антарнине палăртаççĕ специалистсем. Пĕрремĕш мăклашкасене Çĕнĕ çул хыççăн алла илĕç.

– Элĕк районĕнчи “Новая путь” хуçалăхра çак ăратлăхпа ĕçлеççĕ. Вĕсен опычĕпе паллашма кайсан курса килтĕмĕр, хамăр патăрта та усă курас терĕмĕр. Çавăн пекех кÿршĕ регионсенчи хуçалăхсене те çитетпĕр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатпăр, çĕнĕлĕхсене вырăнта пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр, – тет Марат Ринатович.

Пăрлаттармалли витере таса, тирпейлĕ. Пĕчĕк пăрушкасен клеткисене шуратса дезинфекциленĕ. Кунта та ăшă шыв яланах пур. Скотниксем хушшинче каçхи дежурство йĕркеленĕ.

Чÿк уйăхĕ çитнĕ пулин те çанталăк ăшă тăнăран выльăхсене паян та кĕтĕве илсе тухаççĕ, нумай çул ÿсекен курăк тата кĕрхи культура анисенче çÿретеççĕ. Кÿпĕнесрен улăма тракторпа леçсе параççĕ. Инкек куриччен асăрханма çăмăлрах. Çавăнпах чир-чĕре хирĕç профилактика тăвассине те çирĕп пăхăнаççĕ.

“Исток” агрофирмăра 450 ытла выльăх, унтан сăвăнаканни 150 пуç. Пĕр ĕнерен куллен вăтамран 12 килограмм сĕт сăваççĕ. Сиплĕ шĕвеке “Батыревское молоко” пĕрлешÿ илсе тăрать.

Кĕçĕн Патăрьелсем малашлăхпа пурăнаççĕ: йыша тата ÿстересшĕн. Çак ĕмĕтпех витене реконструкциленĕ те ĕнтĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика