Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумхахлă çул нушаллă...

13 октября 2012 г.

 

Халăхăн пурнăç условийĕ улшăнса, çĕнелсе пыни вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем умне тепĕр çивĕч ыйту кăларса тăратать. Темиçе çул каялла çеç эпир ялпа ял хушшинче паха çул кирлĕ пирки тăтăшах сăмах пуçараттăмăр. Мухтав турра тата тавах район ертÿçисене, çивĕч ыйту ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче татăлчĕ. Районти кашни яла çăмăл автомашинăпа çитме асфальт е чул сарнă çул тăсăлса выртать. Халĕ ялсенчи урамсене йĕрке, тирпей тума вăхăт çитрĕ. Кашни касса, тăкăрлăка “çутта” кăларасси тăруках пулмĕ. Вырăнсенче вара ку тĕлĕшпе пурпĕпех пăр тапраннă темелле.

“Паян халăх пурăнакан вырăнсенчи çулсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Малтанхи тапхăрта çулсене асфальт сарма васкамаллах та мар, вак чул сарни те вырăнлă, хăш-пĕр чухне çула хăпартни те çителĕклĕ. Хăй тытăмлăх органĕсен вара урамсен иртсе çÿремелли вырăнĕсене тата поселенисенчи çулсене, çанталăка тата çулталăк вăхăтне кура, техника ватса, çĕмĕрсе пĕтересрен çирĕп йĕркелесе тăмалла”,– тенĕччĕ республика ертÿçи Патшалăх Канашне янă пĕр Çырура.

Хальхи вăхăтра район е республика пулăшмасăр поселенисен вăйĕпе çеç çулсен ыйтăвне тĕпрен татса пама, паллах, йывăр. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисен кăчухне питĕ çаврăнăçуллă пулни, укçа-тенкĕпе пая кĕме пултаракансемпе явăçса ĕçлени кирлĕ. Уйрăм çынсен, депутатсен, ял старостисен хастарлăхне шута илмелле. Акă, кăçал Турхан ял поселенине кĕрекен çулсене тĕпрен юсама 472438 тенкĕ тăкаклама пăхнă. Вăл шутра 65 проценчĕ республика бюджетĕнчен. Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçе пурнăçлама Л.Манзуркина предпринимательпе килĕшÿ хучĕ тунă. Ку таранччен Турханти Кокель урамĕнчи 250 метр çула хăпартса вĕтĕ чул сарнă, ятарлă шыв юххисем туса хăварнă. Хальхи вăхăтра Упамсари тепĕр 230 метр çула çак меслетпе тирпейлеççĕ. Типĕ çанталăкпа тухăçлă усă курма тă-рăшаççĕ строительсем. В. Тигешкин автогрейдерпа юсав ĕçĕсене пурнăçласа тăрать, С. Нестеров автомашинăпа чул турттарать, С. Осипов хăватлă тракторпа, В. Мурзуков экскаваторпа тăрăшать. Ĕç кал-кал та ÿсĕмлĕ пулса пынине поселени депутачĕ З.Таганова сăнаса тăрать. Ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов пĕлтернĕ тăрăх, çывăх кунсенче Упамсара та ĕçе вĕçлесшĕн.

Ял хушшинчи çулсене тирпейлесе пырассине Тăрăн ял тăрăхĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кĕркуннехи-çуркуннехи кунсенче кĕме-тухма çук кассене çулсеренех чакараççĕ. Сăмахран, иртнĕ ял уявĕнче урамсене тирпей-илем кĕртес, субботниксене хастар хутшăнас ĕçре хастарлăх кăтартакан Тăрăнти Пăла урамне сăн кĕртме йышăннă. Ку ыйтупа Николай Лазарев вырăнти депутат та ял пуçлăхĕпе сахал мар калаçу пуçарнă. Чан çапни харама кайман. Иртнĕ уйăхра кунта 300 метра яхăн çула тикĕслесе якатнă, кирлĕ пек технологипе вак чул сарса валаксем туса хăварнă. Мĕн пур ĕç икçĕр пине яхăн пуçтарăннă. Çитес çул çак ялти юнашар урамсене те тирпейлесшĕн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика