26 сентября 2012 г.
Сăвăнакан ĕнесем çу тăршшĕпех çуллахи лагерьсенче пулчĕç, кĕтÿре çÿрерĕç. Кунсем сивĕтнĕ май вĕсене витесене кĕртме те вăхăт çитет. Анчах фермăсене хĕле валли хатĕрлесе çитернĕ-и-ха; Хуралтăсене шуратса дезинфекциленĕ-и, юсанă-и; Апат çителĕклĕ янтăланă-и; Çак ĕçсем мĕнле пынипе интересленсе ятарлă комисси хуçалăхсенче пулчĕ.
“Батыревский”, “Исток”, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” тата ытти хăш-пĕр эртелсенче сивĕ хĕле тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕ-сенче юсав ĕçĕсене янкăр уяр, хĕвеллĕ те ăшă çанталăкрах пикеннĕ. Фермăсен çывăхĕнчи тислĕке, шĕвек пухăнакан шăтăксене тасатнă. Вите алăкĕсемпе чÿречесене, канализаци системине, электропроводасене, транспортерсене юсанă. Ятарлă бригадăсем стенасене те шуратса дезинфекциленĕ. “Ăшă вите – çур апат” тенине асăннă хуçалăхсенче асрах тытаççĕ. Вĕсенче выльăхсен хĕллехи рационĕнче тĕрлĕ йышши сĕтеклĕ апат зоотехника виçипе пăхнă чухлех пултăр тесе тăрăшаççĕ.
“Исток” агрофирмăра выльăхсем патне тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Нумай пулмасть 200 ĕне вырнаçмалăх фермăна реконструкциленĕ. Сунă сĕт халь тÿрех ятарлă пăрăхсем тăрăх тăватă тоннăллă танкера каять. Çакăнтах ăна палăртнă температура чухлĕ сивĕтеççĕ. Çĕнĕлĕхсем “Батыревский”, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсенче те пур.
Шел пулин те, пур çĕрте те кăмăла çĕклекен ÿкерчĕксем кураймăн. Хăшĕ-пĕринче сивĕ кунсем килмеççĕ, теççĕ пулмалла. Пĕр пăта та çапман тесен те йăнăш мар. Фермăсенче шăплăх хуçаланать. Ленин ячĕллĕ, “Хастар”, “Знамя” хуçалăхсенче витесенче нимех те туман: урай хăмисене улăштарман, чÿречесен кĕленчисене лартман, тислĕк кăларакан транспортерсем ĕçлемеççĕ.
Фермăна мĕнле юсанине хаклаканĕ – хĕл. Унран нимĕнле кăлтăка та пытарса хăвараймăн. Вăл хуралтăсен тăррисене те лайăх “хыпашлать”. Çÿхе витнисенчен хĕлле “çумăр” çунăран стенасемпе маччасем йĕпенеççĕ – ăшă та тăмасть.
Пĕлтĕр гигиена йĕркисене пăхăнманран хăш-пĕр хуçалăхра çамрăк выльăхсем вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çавăнпа та кирлĕ пек условисем туса пама тăрăшмалла.
Тавралăх шурă кавирпе витĕнес кун çывхарсах пырать. Фермăсене юсаса çитереймен хуçалăхсен ертÿçисен çакна асра тытса çывăх кунсенчех юсав ĕçĕсене вĕçлемелле, кунта вăй хуракансене ти-вĕçлĕ условисем туса парассишĕн тимлемелле. Ан манăр: юлнă ĕç çине юр çăвать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)