08 августа 2012 г.
Иртнĕ шăмат кун, августăн 4-мĕшĕнче, района Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ĕçлĕ визитпа килсе кайрĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулсене мĕнле хатĕрленипе, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Михаил Васильевича Ыхра Çырминчи вăтам шкул умĕнче район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи М. Калмыков, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Айбетов кĕтсе илчĕç, шкулта пыракан ĕçĕсене кăтартса çÿрерĕç.
Çак ял шкулне, 1964 çулта хута янăскере, виçĕ ялтан 194 ача çÿрет. Кунта халĕ тĕп çуртăн тăррине, чÿречесене улăштарнă, пуçламăш классен корпусĕнчи электропроводкăсене çĕнетнĕ, мачча-алăксене тĕпрен юсанă. Çак ĕçсем валли 2,4 млн. тенкĕ уйăрнă, юсавçăсем хушшинче конкурс ирттерни вара укçан 12 процентне перекетлеме (апла пулсан, хушма ĕçсем тума та) май панă. Хальлĕхе тĕпрен юсама палăртнин 98 процентне пурнăçланă. “Пирĕн ачасем хальхи вăхăтри комфортлă шкулсенче вĕренме тивĕç. Ку вăл – пулас ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ÿстермелли условисенчен пĕри”, – палăртрĕ М. Игнатьев.
Районти ĕçсемпе паллашасси “Исток” агрофирмăра малалла тăсăлчĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине тимлĕх уйăрса 200 ĕне вырнаçмалăх фермăна реконструкцилеççĕ . Паяна хуçалăхра 448 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вăл шутра 150 ĕне) тытаççĕ, çулталăк пуçланнăранпа 38 тонна аш-какай тата 408 тонна сĕт туса илнĕ.
Ĕçлĕ визитăн тепĕр пайĕ “Красное знамя” ЯХПК-ан тулă пуссинче иртрĕ. Сăкăт хирĕсенче вырма техники пĕрремĕш кун мар кĕрлет ĕнтĕ: шăмат кун тĕлне 252 гектартан 885 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç та кăçалхи çулшăн начар мар – 35,1 центнер. Республика Пуçлăхĕ çитĕннĕ туллăн ик-виçĕ тĕпне çăлса пăхсах удобрени-гербицитдпа пĕлсе усă курнине палăртрĕ, халăха улăмпа тата тырăпа епле тивĕçтернипе интересленчĕ.
“Батыревский” АХО-н çĕр улми ани еннелле пынă май, М. Игнатьев çак хуçалăхăн тырă ÿсекен лаптăкĕ патĕнче маларах палăртман чарăну турĕ: кăкăр таран çитĕннĕ тулă унăн кăмăлне кайрех ĕнтĕ. Çакăнтах Республика Пуçлăхĕпе район ертÿçисен хушшинче шÿтлĕ тавлашу та пулчĕ: çак анан тухăçне кам тĕрĕсрех пĕлĕ; Вăтăртан пуçласа хĕрĕх пилĕк центнер таранах хакларĕç специалистсем, Михаил Васильевич вара хăйĕн пÿлĕмне илем кÿме темиçе пучахне илсех кайрĕ.
Çĕр улми ани те патăрьелсен питне хĕретмерĕ. М. Игнатьев ыйтнипе çăлса пăхнă пĕр тĕпре 22 çимĕç шутларĕç. Республика Пуçлăхĕ каллех хăйĕн опытпа пĕлÿ шайĕпе тĕлĕнтерчĕ: ăсра шутласах пулас тухăç 400 центнертан кая мар пуласса пĕлтерчĕ.
“Корма” ЯХПК-ан сухан-севок анине те çитсе курчĕ М. Игнатьев. Кунта та хĕрÿ ĕççи пырать: вăтăра яхăн çын тата икĕ агрегат 5 гектар çинчи вăрлăхăн юлашки лаптăкне “тапăннă”. Михаил Васильевича Анат Туçари Ю. Горшковпа Л. Кузнецов ăсталанă агрегат (вăл çак пахча çимĕçе пухас ĕçе 3 хутчен хăвăртлатать) кăсăклантарчĕ иккен, ăна тишкернĕ хыççăн вăл çак ăслава патентлама сĕнчĕ. Ĕç çыннисемпе куçа-куçăн калаçнă май, республика ертÿçи вĕсене ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçал аван тухăç çитĕннине палăртрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ, малашне те тăрăшуллă пулма сывлăх сунчĕИсточник: "Авангард" (газета Батыревского района)