21 июля 2012 г.
Чăваш халăх поэчĕн, хамăрăн хисеплĕ ентешĕмĕрĕн Николай Исмуковăн çак сăвă йĕркисене шăл ыратнине тÿссе курнă çын никам та хирĕçлемĕ. Хăлхаран та, куçран та, пуçран та туртса ыратакан чирĕн вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать. Тарăхнипе “икĕ кашта шур чăххине” тымарĕпех кăкласа пăрахма та хатĕр...
Турă панă арман мĕн ватăличчен чăтăмлă та çирĕп пултăр, тĕрлĕрен чирсен серепине ан çаклантăр тесен, ăна тăтăшах пăхса тăмалла. Кирлĕ пулсан, сиплемелле. Хирти Пикшикри врач офисне шăлне юсаттарма, сиплеме пыракан кашни клиентпа А. Семенов тухтăр çак темăпа калаçу ирттерет. Шăл çинче пĕчĕк хăвăл тупăнсанах вăл тимĕре тутăх кăшланă евĕр пĕтерет. Ăна вăхăтра асăрхаса сипленмелле, чире малалла аталанма май паракан чулсене те çийĕнчех тасатмалла.
–Çăвар ăш-чиккине те пит-куçа пăхнă пекех таса та тирпейлĕ тытмалла, гигиенăна пăхăнмалла. Ытларах чухне шăлсем тĕрĕс мар апатланнинчен, ун хыççăн çăвара тасатманнинчен сурма пуçлаççĕ. Пирĕн пата вăхăтра килменрен вара чирĕн тымарĕ шалалла каять, – ăнлантарать Александр Петрович кресло çинче ларакан ача амăшне. Кун каçа çакнашкал уроксене вăл вуншар çынпа ирттерет, ырă сĕнÿ-канашсем парать. Çакăн валли тухтăрăн ĕç опычĕ çителĕклĕ. Офисра ĕçлеме пуçлани те март уйăхĕнче икĕ теçетке тулнă. Стажĕ вара ытларах та. Ĕç кĕнекине вăл Патăрьелĕнчи совхозри профилакторинчен пуçланă. Треньел каччи шăл тухтăрĕ пулас шутпа кунтан направлени илнĕ. Ун чухнехи саккунпа килĕшÿллĕн вара шурă халатлă аслă пĕлÿллĕ специалист малтанхи клиенчĕсене çак сиплев учрежденийĕнче йышăннă. Тухтăр патĕнче паян та ĕççи вăхăтне пăхмасăрах кунĕпе çын татăлмасть. Вĕсем хушшинче ватти те, ачасем те пур. Çак ялпа унăн таврашĕнчи çынсем çеç мар, аякри Люляран та, кÿршĕллĕ Шăмăршă районĕсенчи ялсенчен те, хуласенчен те килеççĕ. Шанчăклă та пахалăхлă сипленме офисра мĕн пур услови çителĕклĕ. Швеципе Чехословаки çĕр-шывĕнче кăларнă ультрасасă аппарачĕн хăйне евĕр вăрттăнлăхĕ те пур. Меллĕ креслора вырнаçнă клиент хăйне пĕр шиксĕр тытать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)