30 июня 2012 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çамрăк специалистсем сахал. Вĕсене шутласа тухма алăри пÿрнесем те çитеççĕ-тĕр. Хăйсен пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнисене вара чăннипех те пархатарлă ĕç тăваççĕ тесе калас килет. “Исток” агрофирмăра агроном пулса 2007 çултанпа Д. Ерофеев тăрăшать. Хăйĕн профессине юратни унпа кăштах калаçсанах сисĕнет. Ака е вырма – яваплăха вăл яланах туять, шаннă тивĕçе чунтан пурнăçлать.
– Эпĕ мĕн ачаран агроном пулма ĕмĕтленнĕ. Çĕр çинче ĕçлени мана хăйне майлă киленĕç кÿрет. Çуркунне никĕсе хывнă тыр-пул шăтса тухсан хĕпĕртетĕн, чунтанах савăнатăн. Пиçсе çитнĕ пучахсем пуçĕсене çил вĕрнĕ майăн ухнине сăнама тата мĕнле интереслĕ! Çĕр-аннемĕре пирĕн тата ытларах юратмалла, – тет Димитрий Леонидович.
Пĕчĕкрен шухăшланă ĕмĕтне пурнăçлас тесе Патăрьел каччи аллине аттестат тытнă хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх академине вĕренме çул тытнă. Вăл вăхăтра конкурсĕ те пысăк пулнă: пĕр вырăншăн пилĕк çын тупăшнă. Шкулта лайăх вĕренни ăна йывăрлăхсене çĕнтерме, студент ятне илме пулăшнă. 2004 çулта Дима академинчен агроном профессипе тухнă.
Пурнăçра пурте кал-кал пымасть. Тумхахĕсем те, йывăрлăхĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Çамрăкăн илнĕ пĕлĕве ĕçре çирĕплетме те тÿрех майĕ пулман. “Исток” агрофирмăра тăрăшма пуçличчен унăн пĕр вăхăт Мускавра та вăй хума тивнĕ.
– Агрономра ĕçлеме пуçласан усăллă канашсемпе Ф. Медведев нумай пулăшрĕ. Чылай çул хушши çак сферăра ĕçленĕрен унăн опычĕ те пысăк, нумай та пĕлет, – пĕлтерет Димитрий Леонидович вĕрентекенĕ пирки ăшшăн калаçнă май. Çĕре чунпа туймаллине, ăна хисеплемеллине, унсăрăн тухăç кĕтме çуккине агроном питĕ лайăх ăнланать.
Кайăксем те, хурт-кăпшанкă та мăшăрлă. Пурнăçăн илемĕ те иккĕнре-çке! Д. Ерофеев Тăвай пикипе çемье чăмăртанă. Маринăпа икĕ хĕр пăхса ÿстереççĕ. Хăйсен кĕтесĕ çукки çеç вĕсене чăрмантарнă. Нумай пулмасть вара вĕсен ку ыйту та татăлчĕ: патшалăх ялти çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма каялла тавăрмалла мар паракан пулăшăва илме тивĕçнĕ.
– Укçа панине ĕнентерекен сертификата илнĕ хыççăн чунтанах хĕпĕртерĕмĕр. Тинех пирĕн те хамăрăн кĕтес пулать. Ялта пурăннишĕн, агроном профессине суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, – тет Димитрий хăйĕн савăнăçне пытармасăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)