20 июня 2012 г.
Чăваш Республикине эпир халăх йышлă пурăнакан тăрăх тесе çирĕплететпĕр. Пирĕн енче çĕр хĕсĕкки çинчен аса илтерни-ха ĕнтĕ çакă. Çапли çапла та... Анчах кунпа пĕтĕмпех килĕшес килмест. Асфальт çулпа пыракан çăмăл автомашинăран анса айккинелле самантлăха пăрăнса пăхар-ха. Хыт-хурапа витĕннĕ анасене, вĕлтренпе эрĕм кашлакан лапамсене, пĕр усăсăр выртакан çара варсене асăрхатăн. Çавсемпе пĕтĕмпех усă курас пулсан, тăван çĕрĕмĕр лаппăшпех тырă пуссипе хумханса лармалла. Тавралăх вара йывăçсемпе ешермелле.
Çапларах шухăшлать Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тĕреньелĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Патăрьелĕнче пурăнакан Валерий Петрович Игорев та. Тăван ял çывăх та, тĕп киле ватлăх енне сулăннă ашшĕпе амăшĕ патне тăтăш кайса çÿрет вăл. Мĕнпе те пулин пулăшнисĕр пуçне укăлчаран тухса ачаран пĕлекен вырăнсемпе утма юратать. Маттурах çав Тĕреньелсем! Ял çумĕнчи аслă пĕве çинчи сăмсаха тирексемпе йăмрасем чĕртсе кану уçланки тунă. Халĕ ял уявне унта ирттереççĕ. Мал енчи дендрарире чылайранпа тĕрлĕ тĕм йăл илет. Çамрăк чухне Валерий тантăшĕсемпе пĕрле çырма-çатрана хăва, урамсене пилешпе çăка чылай лартнă, шкул садĕнчи улмуççисемпе чиесене тирпейлесе тăнă. Ял илемĕнче унăн та тÿпи пур.
Тĕреньел тĕлĕнчи автобус чарăнăвĕ хыçне те, тайлăк вырăна, пĕрре мар анса курнă Валерий. Ял çĕрех вăл. Ахалех выртать. Мĕншĕн тесен акма-лартма майлă мар. Çуркунне сăртран шыв-шур анать, пулăхлă сие юхтарать. Çавăнпа сухалама тахçанах пăрахнă. Çерем курăкĕ кăна ашкăрать. Тата аяларах – çав ял ятне панă Ыхра çырми. Унăн чăнкă çыранĕсем икке юпленеççĕ. Тăрна куçĕ пек тăрă кÿлĕ чавнă кунта тахçан. Ăна йĕри-тавра хăмăшпа хăях хупăрлать. Хушăран кайăк кăвакалсемпе хурсем иленеççĕ. Анчах илемлĕ вырăн япăхса çеç выртать. Пĕрре мар шухăшланă кун пирки Тĕреньел чăвашĕ. Тытăнсан вăрман чĕртме пулать!
Çĕнĕ ĕмĕтпе хавхаланса Валерий шкул-ача садĕнче завхозра ĕçлекен Федор Муськинпа, колхозăн ĕлĕкхи ертÿçипе, тантăшĕсемпе канашласа пăхрĕ. Пурте ырласа йышăнчĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ те хирĕç пулмарĕ: “Хăвăр вăй çитерсен, пирĕнтен чару çук”.
Ку калаçу виçĕм çул çуркунне пулнăччĕ. Валерий Петрович Патăрьел вăрман хуçалăхĕн Сăкăт лесничествин лесничийĕ Владимир Глухов патне вĕçтерчĕ, пулăшу ыйтрĕ.
Виçĕ пин ытла çамрăк хырпа чăрăш турттарса килчĕ ун чухне. Ыттисем – ниме ĕçĕ. Палăртнă кун йыхрава хапăл туса вунă çамрăк пуçтарăнчĕ. Ашшĕпе амăшĕ те юлмарĕç. Яра кунах тăрăшрĕç. Вун-вун çул тĕкĕнмен çĕр бетон пек хытă, çиелте – тымарланнă çерем. Пĕр шăтăк чавма та нумай вăхăт иртет. Çапах нăйкăшакан та, пăрахса каякан та тупăнмарĕ. Сăваплă ĕçре ывăнни те туйăнмасть. Ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă виçĕ çулти лăсăллă тĕмсемпе киленсе вĕри чей ĕçме мĕн тери аван!
Ыр кăмăллăх кăтартнă лесничи каярахпа Тĕреньелсен пулас вăрманне ятарласа килсе пăхрĕ. Тĕлĕнчĕ те, мухтарĕ те: “Пурте чĕрĕлнĕ! Питĕ маттур ĕçлерĕр. Пирĕн сирĕнтен вĕренмелле”.
Çунатланнă Валерий Петрович кăçал çав вăрман “улпучĕсемпех” пĕр чĕлхе тупса тата 90 тĕп çăка, 125 лиçвĕ, вун-вун хырпа чăрăш майлаштарчĕ. Ака уйăхĕнчи сивĕсем хыççăн туслă ушкăн субботник турĕ. Хальхинче ăслăрах пулчĕç: килте трактор тытакан Геннадий Галкинпа Юрий Эльмукова хытă çĕре плугпа сухаласа пама ыйтрĕç. Çереме çичĕ кас ним мар сухаласа хучĕç лешсем, укçа пирки çăвар та уçмарĕç. Хăналама, паллă ĕнтĕ, пуçаруçăн кăларса пама тивет. Чÿк тумасăр епле пултăр хальхи саманара! “Унпа çука юлас çук, Турă сывлăх патăр, – алă сулать Валерий. – Пуç сывă чух укçа пулать вăл”.
Сатур механизаторсем машинăпа вăрттăн çÿремелли çула та картласа пачĕç. Тăватă гектар çурă йышăнакан улăхпа çырмара тепĕр вунă çултан вăрман кашлама пикенĕ. Çамрăксен паркĕн алăкĕ ун чухне кирек камшăн та уçă пулĕ. Ятне çаплах памалла тесе шутлать Валерий Петрович. Мĕншĕн тесен, унăн никĕсне хывакансем – çамрăксем. Ав вун пĕрмĕш класра вĕренекен Коля Логуновах илер. Хушнине итлет, чупса ĕçлет. Алеша Муськинпа Вова Положин та маттур. Ыттисене те явăçтараççĕ. Вĕсен вăйĕ ÿлĕмрен те кирлĕ. Ĕç-пуç çапла йĕркеленсе пырсан хура кĕркунне кÿлĕ тавра 50 – 60 тĕп улмуççи лартас ĕмĕт пур. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн директорĕпе калаçса татăлнă ĕнтĕ кун пирки.
Çырма леш енче Юрату сăмсахне йĕркелеме меллĕ. Ансăр вырăнта ун валли пĕчĕк кĕпер ăсталамалла. Ку, паллах, малашлăхра. Унччен ÿстермелле-ха йывăçсене. Сыхламалла та. Кăçал çу уйăхĕн пуçламăшĕнчи шăрăхра сухаламан хирте çунакан вут сарăлса пырса чутах кĕрсе кайман. Юрать-ха, ял çамрăкĕсем сиссе ĕлкĕрнĕ те пĕтĕм ĕçе пăрахса сÿнтерме чупнă. Валерий Петрович çав вăхăтра Шупашкартан таврăннă. Кĕсье телефонĕпе хăрушлăх çинчен пĕлтернĕ те – пăшăрханнипе чĕри чарăнса ларассăн туйăннă.
“Хăш чухне çапла ыйтаççĕ: “Мĕн парать сана вăрман лартни;” – эрленсе калаçать Валерий Петрович. – Тĕлĕнмелле те, çавăн пеккисен хушшинче ватă çынсем те тупăнаççĕ. Мана чыс та, чап та кирлĕ мар. Эпĕ йывăç чĕрĕлсе сарăлнине пăхса киленетĕп, тавралăх ешернĕшĕн савăнатăп. Ăçта йывăç-курăк – унта çырла пиçет, кăмпа шăтать, кайăк-кĕшĕк йăва çавăрать. Çĕнĕ Ахпÿртпе Еншик енче, пушă выртакан хăйăрлă та тăмлă вырăнсенче, еплерех катасем ÿссе ларчĕç! Вырăнти ертÿçĕсем тăрăшман-тăк, паян та çил ачисем çеç хуçаланатчĕç...”
Валерий Петрович аслă пуçлăх та, ертÿçĕ те мар. Вăл – Патăрьелĕнчи перекет банкĕн водителĕ-инкассаторĕ. Вăтам шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринче водителе вĕренсе тухнă, унтан икĕ çул хĕсметре тăнă. Чылай вăхăт райцентрти строительство организацийĕнче крановщикра вăй хунă. Укçа-тенкĕпе çыхăннă учреждение куçнăранпа пилĕк çул иртнĕ. Кăнтăр урамĕнчи тăпăл-тăпăл килĕ умĕнче ачасем валли чуччу вырнаçтарнă, çу каçипе çеçке кăларма тĕрлĕ чечек акнă. Икĕ теçетке çултан кая мар çăка çын çÿллĕш хăпарнă ĕнтĕ. Хитре те илĕртÿллĕ кас. Ăна район конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн парсан та йăнăш пулас çук. Банк хыçĕнчи юхăнса выртакан лаптăка та Валерий Петрович сĕннипе инкассаторсем ăпăр-тапăртан тасатнă, тĕрлĕ йывăç лартнă. Тĕреньелĕнчи ки-лĕнче пахча вĕçĕнчи кÿлле те вăлах чавтарнă.
Валерий Петрович Игорев – çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ. Пирĕн хушăмăрта ун пек çын йышлăрах пулинччĕ.
Çак статья 2009 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче республикăри “Хыпар” хаçатра пичетленнĕччĕ. Унтанпа Игорев “вăрманĕ” тата çĕнĕ вун-вун, çĕр-çĕр тĕм-йывăçпа пуянланчĕ. Паян кунта кедр та, юман та, хура хурăн та, пан улми те йăл илет. Вĕсен хушшинче хăмла çырли, хурлăхан ашкăрать. Пĕлтĕр лаппăшĕпе масла кăмписем шăтса тухнăччĕ. Ултă çул каялла лартнă хырсем вара Валерий Петровичран та çÿллĕ ÿссе кайрĕç.
Çак кунсенче Патăрьелне ырă хыпарсем çитрĕç: тăван тавралăха ешĕллентерес тĕлĕшпе курăмлă та пархатарлă ĕçсем туса пынăшăн В.П. Игорева Чăваш наци конгресĕ Тав сăмахĕ каласа чысланă. Район администрацийĕ вара хăй енчен çак сăмахсем çумне хушса Перекет банкĕн тытăмĕнче нумай çул тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп ху-чĕпе наградăланă. Ырă ĕç тунине çапла хаклани питĕ кăмăллă. Савăнатпăр саншăн, Валерий.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)