06 июня 2012 г.
РАЙОНТИ ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем çут тĕнчене килекен кашни пĕчĕк пепкене хамăрăн пысăк пуянлăх, çутă малашлăх тесе кăна мар, çемьери паллă чыслав ĕмĕрлĕх асра юлтăр тесе те тăрăшаççĕ. Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунхине çутă кермене хăйсен савăнăçне пĕрле пайлама пуçтарăннисем сахалăн пулман. Акă, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Николайпа Татьяна Лепешкинсен харăсах икĕ чиперкке – Аньăпа Яна – çуралнă. Пăлаçи Атăкри Сергейпе Людмила Викторовсен те тăватă пиччĕшĕшĕн йăмăк тупăннă, Треньелĕнчи Дмитрийпе Наталия Пайминсене “аист” хĕрпе савăнтарнă. Виçĕ ялта – виçĕ пулас кин. Вĕсене мăшăрланнă чухне пил пама ашшĕ-амăшĕн сывлăх пултăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)