Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çулçÿревре – республика премьер-министрĕ

19 мая 2012 г.

Майăн 16-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов кĕтсе илчĕç. Иван Борисовичăн ĕçлĕ çул çÿревĕ Треньелĕнчи “Возрождение” пĕрлешÿре профиллĕ листасем кăларакан цехпа паллашнинчен пуçланчĕ. Хальхи вăхăта цех тулли вăй-хăватпа тăрăшма тытăнман-ха, апла пулин те заказсем йышăнать, вĕсене пурнăçлать. Шăвăçа хумлатакан икĕ оборудованипе усă кураççĕ. Туянакансен кăмăлне шута илсе тимĕр листасене тĕрлĕ тĕслĕ кăлараççĕ.

Малалла премьер-министр Шăнкăртамри Ф.Чабатов фермер патĕнче чарăнчĕ. Хуçалăх базинче йĕркеленнĕ аш-какая тирпейлекен цеха пăхса çаврăнчĕ вăл. Кунта пуснă мăйракаллă шултăра выльăхсене туллин тирпейлеççĕ, ăш-чиккине те сая ямаççĕ. Кашни органа, пыршă таранччен, сутлăх хатĕрлеççĕ. Ĕçлеме условисем лайăх. Шалăва вăхăтра тÿлеççĕ.

Çул Тутар Сăкăт еннелле тăсăлчĕ. Кунта çак ялпа района хумхантаракан ыйтăва хускатрĕç. Ачасем шкул шутланакан 7 çуртра вĕренеççĕ. Çуллен юсаса тăраççĕ пулин те вĕсем кĕме-тухма хăрушă: стенасем çурăлнă, урайсем çĕрĕшнĕ... Спорт залĕ çукки физкультура урокĕсене кирлĕ шайра ирттерме чăрмантарать.

И. Моторин шкулăн темиçе çуртне те çитсе курчĕ. Кунта чăннипех те çĕнĕ шкул кирлине хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен хĕр ача унран: “Иван Борисович, пи-рĕн çĕнĕ шкул пулать-и;”, – тесе ыйтсан вăл ăна хирĕç: “Çапла, пулать,” – терĕ. Ку хурав пурне те савăнтарчĕ.

Районта çулран-çул строительство вăй илсе пырать, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна шута илсе Кзыл–Чишмара газобетон блокĕсем кăларакан цех уçма палăртнă. Темиçе çул хушши пушă ларнă колхоз витинче халь пикенсех ĕç вĕрет. Премьер-министр килнĕ кун шăпах пĕрремĕш кирпĕче “пĕçерчĕç”. Паяна 20 çын вăй хурать, малашне йыш тата пысăкланмалла. Сăмах май, асăннă объекта туса лартма Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит парса пулăшнă.

– Район шайĕнче çакăн пек цех уçăлни питĕ аван, – терĕ Иван Борисович кунти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес объекчĕсене çитсе курнă И.Моторин предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕсемпе, вăл шутран республика бюджетĕнчен электричествăпа çыхăннă тăкаксене саплаштарма тивекен укçапа мĕнле усă курнипе интересленчĕ. Усламçăсем документсем хатĕрлеме тытăннине, патшалăх çапла пулăшни аталанма май панине каларĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика