Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĂВАРНИ ТЕ КАТАЧЧИ! ÇĂВАР ТУЛЛИ ИКЕРЧИ...

29 февраля 2012 г.

Катаччи те çăварни! Çăвар туллии икерчи Вырсарникун Патăрьелĕнче ирех хаваслă кĕвĕ-юрă янăрарĕ. Çанталăкĕ Кĕçĕн Çăварние май пулмасан та тĕп площаде вырсарникун сцена çине «Юрпики» те, çутă «Çурпики» те, хаяр «Хĕл Мучийĕ» те, те хавхаланса тухрĕç, район центрне пуçтарăннă халăха Аслă типĕ умĕнхи праçникпе саламларĕç.

Кăçал хĕл кунĕсем пушшех çирĕп тăчĕç пулин те, чунпа алăкран çуркунне шакканине пурте туятпăр, ăна кĕтетпĕр. Пысăк сăрт çине вырнаçтарнă катемпи тĕтĕм пулса хĕл каçипе пуçтарăннă пирĕн мĕнпур хуйха-суйха, инкек-синкеке, йывăрлăха инçе-инçе илсе кайтăр, ун вырăнне телей те савăнăç, юрату та, килĕшÿ парнелетĕр...

Хĕле ăсатассипе çыхăннă мероприятире тухса калаçакансем те кашниех çак шухăша тĕпе хучĕç. Уява хапăл тунисене малтан Патăрьел ял пуçлăхĕ А. Моисеев саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, Раççей Президенчĕн суйлавĕ умĕн пысăк хавхалану сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов пĕр-пĕринчен каçару ыйтмалли вырсарникун сăмахне те çавăнтанах пуçларĕ: «Пĕр-пĕрне каçарма пĕлни – пысăк çитĕнÿ. Пурнăçа лайăхлатассишĕн, ĕçшĕн ытларах пĕр-пĕрин умĕнче çылăха кĕретпĕр. Вунă çулта çынсене хытăрах каланисем те пулнă-тăр. Каçарăр. Малашне хамăрăн шухăшсене ăнланса ĕçлесчĕ», – терĕ вăл. Ял халăхне уяв ячĕперайон депутачĕсен район пухăвĕн Председателĕн çумĕ П. Перепелкин, район пухăвĕн депутачĕ С. Моисеев саламласа ырă сăмахсем каларĕç.

Уяв пынă вăхăтрах ялăн аслă урамĕпе капăрлатнă лавсем пĕрин хыççăн тепри йĕс шăнкăравсене янраттарса чупрĕç. Вĕсем хушшинче коллективсем те, уйрăм хастарсем те пур. «Исток» агрофирма, сăмахран, Турă калашле, виçĕ урхамаха юнашар тăратса тухайнă. «Серый», «Марта», «Чайка» ятлă лашасене Иванов чăн-чăн маттур лавçă пекех тытса пычĕ. Çак хуçалăхранах Касьянов тепĕр чĕлхесĕр янавара капăрлатса тухнă. Унăн çуни çинчи пикесем вара – 70-80 çул каяллахи чăваш тумтирлĕ «карчăксем». Кукамайпа асанне тумне яш-кĕрĕм, çăварни юррине пĕр чарăнмасăр шăрантарчĕ... Епле хитре, янăравлă илтĕнет вăл хуткупăспа! Уява «Батыревский» хуçалăхран (Аврелькин, Маллин) икĕ лава капăрлатса тухнă, Антонов вара хăй ирĕкпе çăварние хутшăнма лаша кÿлнĕ. Хастарсене кашнинех тĕрлĕрен номинаципе парнесем пачĕç.

Çăварнипе акатуйĕнче спорт ăмăртăвĕсемсĕр кичем. Кире пуканĕ йăтассипе хĕрарăмсенчен А. Антонова, арçынсенчен И. Сафьянов, алă вăйне виçессипе Л. Марковпа Р. Макаров чи-чи матуррисем пулчĕç. Калуша инçе ывăтассипе вара А. Моисеева çитекенни пулмарĕ, михĕпе чупассипе куракансене А. Полякова тĕлĕнтерчĕ.

Патăрьелĕнче савăнăçлă Çăварни уявĕ нумайчченех лăпланмарĕ. Çу çинче çатăртаттарнă икерчĕне кашниех тутанса пăхма тăрăшрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика