Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта Герман святой ĕçленĕ

11 января 2012 г.

1946 çултан пуçласа 90-мĕш çулччен Тăрăн чиркĕвĕ Патăрьелпе Шăмăршă тăрăхĕсенче кĕлле çÿремелли пĕртен-пĕр кермен шутланнă. Унта Çĕпрел тата Чăнлă районĕсенче пурăнакансем те ача тĕне кĕртме, венчете тăма, вилене кĕл тутарма, ытти йăла-йĕркене тытма йышлăн килнĕ. Халĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 11 чиркÿ ĕçлет. Нăваш Шăхальсем никĕс хураççĕ. Патăрьелĕнче собор тăвасси малалла пырать.

САКĂР вунă çула çывхарнине пăхмасăр Патăрьел Йăлăмĕнче пурăнакан Елизавета Владимировна Афанасьева кашнинчех праçниксенче кĕрекен кĕлле таса çи-пуç тăхăнса чиркĕве кÿршĕри Тăрăн ялне васкать. Кинĕпе ывăлĕ те, икĕ мăнукĕ те унран юлмаççĕ. Пĕр шутласассăн, Патăрьелĕнчи нумай çывăх, урам вĕçне тухса Пăла урлă хывнă кĕпертен кăна каçмала. Самантрах çитмелле пек. Çук вĕт, килтен тухсан сахалтан та виçĕ çухрăм утмаллине пĕлсех аякраххине суйлаççĕ. “Тăрăн чиркĕвĕ вăл хатарлă, сăваплă та таса. Ĕлĕкрен хăнăхнă та, тĕне те çакăнтах кĕнĕ”,–тет вара çакăн сăлтавне пĕлес тесе ыйтсан почта ĕçĕн ветеранĕ пĕр пытармасăр.

Кунпа килĕшсе тăмасăр та май çук. Асăннă кĕлĕ çуртне 264 çул каялла, 1747 çултах, патша тронĕ çинче Елизавета майра ларнă чухнех, хута янă. Çакна архив ĕçченĕсем те пĕр саслăн çирĕплетеççĕ. Вăл республикăри чи ватă вунă чиркÿ шутне кĕрет. Паллах ĕнтĕ, Пăлапа Юхма тăрăхĕнче ăна çулĕпе нихăшĕ те çитеймест.

Чиркĕвĕн хальхи-паянхи ни-кĕсне 1885 çулта çирĕп чулсенчен янă, пурине сухăр кăларман хулăн хырсенчен купаланă. Тата маларахри вара çав вырăнталлах, хальхинчен пĕр 100 метр айккинерех, хĕвел анăç еннерех пулнă-мĕн. Рейда чарăннă пысăк çар карапĕ евĕр пĕр ĕмĕр ытла мăнаçлăн ларать вăл. Çапах паян та тăн-тăнах-ха. Тепĕр пилĕк çĕр çул чип-чиперех тавралăха илем кĕртсе тăрĕ. Тата авалрах ялта чиркÿ евĕрлĕ кĕлĕ çурчĕ пулнă теме те май пур. Мĕншĕн тесен, ял чылай аслăрах. Раççей патшалăхĕнче православи тĕнне сарма пикенни те пайтах.

Тăрăн чиркĕвĕн историне ялта Леонид Матвеевич Лялькинран ытла пĕлекен те юлман-тăр. Вăл пĕр пус укçа алла илсе тăмасăрах чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ чиркĕве ĕçлесе пулăшса пурăнать. Вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи педучилище тата Шупашкарти педагогика институтне пĕтерсе чылай вăхăт шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, юрă урокĕсене ирттернĕ. Авланман арçын чире пула ĕçне пăрахса пĕр вăхăт килте ларнă хыççăн хăйĕн чăн вырăнĕ Турă çурчĕ иккенне туйса илнĕ. Камшăн тĕлĕнмелле пек те... Кĕреçе шур сухал паянхи кунчченех райредакцин активлă ялкорĕ. Пĕр ÿстермесĕрех калатăп–пултаруллă поэт та. Хăй шутланă тăрăх, вăл ĕмĕрĕнче сахалтан та пилĕк çĕр сăвă шăрçаланă, вуншар юрă кĕвĕленĕ. Хăшĕ-пĕри тăван хаçатра та пичетленнĕ. Шел те, пĕр хулăм кĕнекене пухайман-ха вăл вĕсене–пĕчĕк пенсипе шухăшлама-и ун çинчен!

Таврари пысăк чиркÿн алă-кĕсем Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш Александр патшасем вăхăтĕнче те, Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш Микула императорсем вăхăтĕнче те яри уçă тăнă. Прихутне вара таврари 12 ял кĕнĕ. Влаçа 1917 çулта вăйпа ярса илнĕ большевиксем кăна ун çине çичĕ ют пек кураймасăр пăхаççĕ. 30-мĕш çулсенчи ахăрсамана вăхăтĕнче халăх кăмăлне ним вырăнне хумасăр, тĕрлĕ çĕтĕк сăлтавсем тупса чиркĕве хупса хунă, пысăк çăрасемпе питĕрсе илнĕ. Çапла икĕ ĕмĕре капашакан таса çурта масаран кăларнă. Тĕнче ырă çынсăр мар– чиркÿ докуменчĕсемпе хаклă япаласене, тĕрлĕ, анчах хаклă вак-тĕвеке, çав шутра священник тумĕсене те пулас ăрусем валли сыхлас текен ун чухне те тупăннă – шанчăклăрах пĕр киле куçарнă. Анчах аслă вăрçă хыççăн тепĕр инкек сиксе тухнă–хайхи çурт вутра кĕлленнĕ. Пĕрлех икĕ ĕмĕр упраннă хаклă хутсем те çилпе вĕçсе пĕтнĕ. Акă мĕншĕн ватă чиркÿн авалхи историйĕ çинчен туллин каласа пама йывăр.

– Эпĕ 1936 çулта çуралнă, –аса илет Леонид Матвеевич. –Атте-анне каланă тăрăх, ун чухне чиркÿ ĕçлемен ĕнтĕ. Çавăнпа тĕне çирĕп тытакан çемьере ваттисен йăлине пăрахас мар, ачана тĕне кĕртес тесе киле пачăшкана чĕннĕ. Влаç çыннисенчен тем пек шикленсен те чылайăшĕ çапла майпа ачисене хĕрес çактарма меслет тупнă. Çавăнпа чиркĕве 1934 е 1935 çулсенче хупнă теме пулать. Чăн та, кăштах вăхăт иртсен ăна çĕнĕрен уçнă-ха. Анчах ял савăнăçĕ нумая пыман, çĕнĕрен тимĕр сăлăп урлă хунă. Хальхинче вара священникне хÿтерсе янипе кăна лăпланман кăсăруклă этемсем. Пĕр айăпсăр çынна НКВДăна тытса кайнă та тĕрмене хупса хунă. Таврăнайман мĕскĕн унтан каялла. Те персе пăрахнă, те чĕрĕ тамăкра хĕн-асапа чăтайман. Пĕр çÿлти Турă кăна чухлать. Ятне те лайăх пĕлместпĕр, Ефим атте тенĕ пек астăватăп...

Официаллă йĕркепе Тăрăн чиркĕвне 1941 çулта хупнă. Паллах ĕнтĕ, хĕресне те касса антарса таçта кайса пăрахнă. Вăрçă çулĕсенче ăна, çумăр яман хÿтĕ те питĕ хÿшше, вырăнти колхоз кĕлет вырăнне усă курнă. Алăкĕсем сарлака та çÿллĕ пулнăран тырă пушатнă е турттарса тухнă чухне лаша урапипех е çунапах кĕре-кĕре çÿренĕ-мĕн. Пысăк турăшсене хăпăтса илсе антихрист тарçисем унтан саваласа хăмасем тунă тени те шухăшласа кăларнă сăмах мар. Ара, Турра маннă активистсене Христос сăнĕ çине сурса нушник ăсталасси те ним мар-çке!

Вăрçă çулĕсенче чиркĕве пăсса пăрахас-аркатас (вутă тăвас) хăрушлăх та темиçе хутчен сиксе тухнă. Хĕллехи пĕр шатăр сивĕ кун Патăрьелĕнчен яла пăчăкă-пуртăпа хĕç-пăшалланнă çамрăксен пĕр ушкăнĕ (вăтам шкулта е педучилищĕре вĕренекенсем, ахăртнех) килсе çитнĕ. Хăйсем тĕллĕн çула тухманни паллă-ха, аслă хушаканĕсем пулнах. Çаксем ял совет председателĕнчен кĕрсе çĕмĕрме ирĕк ыйтаççĕ-мĕн. Ăслă та мал курăмлă çынах пулнă çав ял пуçлăхĕ Михаил Димитриевич Крылов (1895-1946 ç.ç.). “Ку чиркĕве пирĕн асаттесемех çĕкленĕ. Нимле çăраççи те памастăп. Чиркÿ вăл пушар тухас пулсан чан çапса халăха систерме те кирлĕ”, тесе хăваласа ярать иккен комсомол паллисем çакнă яш-кĕрĕме. “Пăсăрах апла”, тесе килĕшсен, паян алтарь вырăнне шыраса тупма та йывăра килетчĕ.

Манман маттур та вăхăтне кура мар хăюллă çыннăн паттăрлăхне тăхăмĕсем. 1991 çулта, хăй çĕре кĕни çур ĕмĕр çитес умĕн ял масарĕ çинчи хĕресĕ умне мрамор палăк лартнă, нихçан çĕрмен хаклă чул çине тăрăшсах ылтăн шывĕпе “Тăрăн чиркĕвне тĕп тăвасран сыхласа хăварнăшăн” тесе çырнă. Маттурсем, Тăрăнсем!

Ял çыннисем çине-çинех аслă органсене тархасласа çырусем çырнине тата хистесе ыйтнине шута илсе влаçсем 1945 çул вĕçĕнче чиркĕве уçма ирĕк панă. Юсаса çĕнетнĕ çуртра Раштав умĕн пĕрремĕш хут кĕлле кĕнĕ. Ăна Леонид Матвеевич (вуннăри ача) хăй те кăштах ас тăвать: “Халăх питĕ нумай, ярмăрккари пек пуçтарăннăччĕ. Пурин сăн-пичĕ те уяври хаваслăхпа çиçетчĕ, пĕтĕм таврара чан сасси яраса тăратчĕ”.

Çак куна Тăрăн чиркĕвĕ тепĕр хут чĕрĕлсе тăни тесен те çылăх пулмĕ. Мухтав Турра, текех пырса çулăхман ун çине усалсем. Ан тив, хĕреслĕ пĕр кермен юлтăр республикăн кăнтăр пайĕнче, тенĕ пулинех таçта Мускавра. Анчах хура пĕлĕтсем ун çийĕн кайран та чылай хут явăннă. Пĕрре çеç мар «çынсен канлĕхне пăсатăр» тесе чиркÿ чанĕсене çапма чарма хăтланнă, вăхăтра çĕнетсе юсаса тăрассине ура хунă, чиркÿ тупăшне 30 процент таран Мир фондне куçарма хистенĕ, ачасене тĕне кĕртнĕшĕн, венчете тăнăшăн выговор панă е ĕçрен кăларнă. Чиркĕве хупас тесе двадцатка членĕсене те салатса яма хăтланса пăхнă. Чиркÿ старостине район влаçĕсем суйласа лартнă. Çапах та 30-мĕш çулсенчи пек нĕрсĕр хăтланма шикленнĕ ахăртнех. Тĕне ĕненекенсене хĕсместпĕр, тесе курнăçланма кирлех пулнă-çке-ха ăçта та пулин кĕлĕ çурчĕ. Тен, Тăрăн çыннисем хăйсем çирĕпрех тăма пултарнă-и; Апла-и, капла-и, чиркÿ тăррине çĕнĕ хĕрес хăпартнă, служба ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кунта çĕнĕ пачăшкан, Кивĕ Ахпÿрт чăвашĕн Петр Павловăн тÿпи те пысăк. Храма ура çине тăратас енĕпе Петĕр атте вунă çул тимленĕ. Кайран, чăн та, настоятельсем темиçе те улшăннă. Чи нумай ĕçлекенни (17 çул) вара –Николай атте. Икĕ çул каялла Аслă вăрçă ветеранĕ, ĕненекенсен çывăх тусĕ, Ленинград блокадине тÿссе курнă ватă салтак пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Чиркÿшĕн пысăк та пархатарлă ĕçсем нумай тунине шута илсе ăна картишнех, алтарь çумĕнчи ирĕклĕ вырăна пытарчĕç. Ун çумĕнче республикăн Кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ, çак ялăн пултаруллă ывăлĕ, усал вăй хĕтĕртсе янă этемкке пульлине пула çамрăклах куçне хупнă Анатолий атте те канлĕ вырăн тупрĕ.

Чиркÿ таврара чи ватти пулнипе кăна мар, ытти паллă енĕсемпе те нумай уйрăлса тăрать. Пĕрремĕшĕнчен, таса çуртра икĕ ĕмĕр ытла ĕнтĕ Турă амăшĕн Тихвин турăшĕ упранать, ун ячĕпе çуллен июлĕн 9-мĕшĕнче чиркÿ праçникне те анлăн ирттереççĕ. Ун чухне Тăрăна Юхма пасарĕ пекех халăх йышлăн пухăнать. Хăватлă турăшсен шутне Грецири святой Афон тăвĕ çинчен 19-мĕш ĕмĕртех илсе килнĕ святой (великомученик тата целитель)Пантелеймона, Пурсăмăра та Хăтаракана, Святой Троицăна тата ыттисене те кĕртмелле. Алтарьте упранакан Александр Невский святой кнеç турăшĕ те чиркÿн чи хаклă реликвийĕ вырăнĕнче. Ăна ял çыннисем 19 ĕмĕр вĕçĕнче хăйсен вăйĕпе тутарнă.

Иккĕмĕшĕнчен, чиркÿ хăйĕн уçă та янăравлă чанĕсемпе таврара паллă. Пурĕ вĕсем çиччĕ. Чи пысăкки 100 пăт та 14 кĕренке таять. Ăна 1909 çулта Чулхулари Припаловсен заводĕнче шăратса кăларнă. Çав çулах ял хастарĕсем пилĕк лаша кÿлнĕ сарлака çуна çине лартса хурса яла илсе таврăннă, колокольня тăррине вырнаçтарнă. Леонид Матвеевич пĕлтернĕ тăрăх, пĕр пĕчĕк шăнкăравне шкула та панă пулнă, унпа техничкăсем урок пуçланнипе вĕçленни çинчен пĕлтерсе картишне тухса шăнкăртаттарнă. Шел те, 60-мĕш çулсенче ăна çухатнă. Анчах ватă учителĕн хăлхинче унăн уçă сасси паян та янăрасах тăрать– шкул территоринче сапаланса ларакан классене кăна мар, сахалтан та йĕри-таврара пĕр çухрăма илтĕнсе тăнă. Чаплă чансене çапма чаплă ăстасем, кĕвĕ-çемме чунпа ăнланакансем те кирлĕ. Ун пек маçтăрсем Тăрăнта пайтах пулнă. Чылайăшĕн сăнĕ манăçнă ĕнтĕ. Анчах халăх асĕнче Семен Макаев, Михаил Антонов, Владимир Медведев, Димитрий Лялькин, Василий Искачкин, Емельян Сорокин ячĕ çухалса пĕтмен-ха. Паян çак йышпа питех мухтанаймăн. Анчах виçĕ-тăватă çын чиркÿ чанне илĕртÿллĕ çемĕ кăларса ĕлĕкхиллех малалла тăсаççĕ.

Виççĕмĕшĕнчен, Тăрăн чиркĕвĕнче Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш святой (Герман епископ) священник пулса ĕçленĕ. Ăна пирĕн вулакансем лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Паллă чăваш художникĕн Алексей Кокелĕн тăван шăллĕ Григорий Афанасьевич Кокель 1883 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче пирĕн районти Турханта хресчен çемйинче çуралнă. Çивĕч ăс-тăнлă çамрăк земство шкулне пĕтерсен дипломсăрах Патăрьелĕнчи чиркÿ прихут шкулĕнче учительте ĕçленĕ. Кайран вăл хамăр таврари чиркÿсенче псаломщикра вăй хунă. Хусанти миссионерсен курсне пĕтернĕ хыççăн ăна иерей санне панă та Тăрăн чиркĕвне настоятель пулма çирĕплетнĕ. Кунта вăл 1909-1912 çулсенче пачăшкăра тăрăшнă. Григорий аттен мăшăрĕ те Патăрьел хĕрĕ. Çак çулсенче вĕсем йывăр хуйха тÿссе ирттернĕ – пĕр ачи çамрăклах вилнĕ. Ăна чиркÿ çумне пытарнă. Йывăç хĕресĕ ларнине те лайăх ас тăваççĕ ял çыннисем.

Справкăсем

Юлашки 50-60 çул хушшинче Тăрăн чиркĕвĕн хорĕ республикăн кăнтăр пайĕнче чи лайăххисен шутĕнче тăрать. Аслă та пысăк праçниксенче икĕ хор тăватă саспа кăмăла çемçетекен тĕлĕнмелле хитре юрлани те сахал мар пулнă. Николай Русаков регент-псаломщикпа унăн мăшăрĕ, Алешевсен çемйи, Патăрьелĕнчи Анна кĕмĕл саспа юрă шăрантарнине халĕ те ас тăвакан пайтах.

Виçĕ çул каялла Татмăшра Герман святой (Григорий Афанасьевич Кокель) ячĕпе тунă часовньăна сумлă лару-тăрура уçрĕç . Унăн куполне технически ылтăнпа витнĕ. Храма лартма вырăнти “Югель” юлташлăх, Татмăш ял çыннисем, уйрăм предприятисемпе организацисен ертÿçисем пулăшнă. Герман святоя чысласа Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре те ятарлă придел уçнă.

Йывăр та хĕн-хурлă иртнĕ ĕмĕрĕ Григорий Афанасьевичăн. Совет влаçĕн çулĕсенче ăна Турă ĕçне парăнса туса пынăшăн темиçе хутчен те арестлесе тĕрмене хупнă, пĕр айăпсăр çынтан мăшкăласа кулнă.1937 çулта вара маларах Чĕмпĕр епархине кĕнĕ Улатăр хулин, унтан Бугуруслан, Кузнецк, Барнаул, Никольск–Уссурийск (вăхăтлăха– Владивосток, Хабаровск, Томск...) епархийĕсен пуçĕсенче тăнă епископа “контрреволюциллĕ агитаци тунăшăн” тесе (Бамлаг, Амур облаçĕ) персе пăрахаççĕ. Анчах тĕрĕслĕх хăçан та пулин çиеле тухатех. Чиркÿ умĕнчи пысăк та пархатарлă ĕçĕшĕн 2001 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Священнăй Синод решенийĕпе килĕшÿллĕн ăна Раççейĕн новомученикĕсемпе исповедникĕсен йышне кĕртнĕ. Кун пек чыса халиччен нихăш чăваш та тивĕçсе курман. Çавăнпа Турханти янташĕсемпе пĕрлех Пăлаçи Тăрăнсем те çветтуй Германпа тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика