Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр çын вилсен ыр ят юлать

07 декабря 2011 г.

Ырă çыннăн вилĕмĕ Турă умĕнче хисеплĕ”. Чиркÿ кĕллинче юрлакан çак сăмахсене Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ Елена Терентьевна Каллина (Елена матушка) пурнăçĕ пирки те калама пулать. Çамрăкранах Патăрьел райо-нĕнчи Тăрăн чиркĕвне çÿресе Турă çулĕ çине тăнăскер, Елена хăй пурнăçне, пĕтĕм вăй-халне православи тĕнĕн пархатарлă ĕçĕшĕн пачĕ. Йывăр шăпаллă пурнăçра нумай чир-асап, хĕн-хурпа мăшкăл тÿснĕскер, кашни çын нушине çывăха илетчĕ, май килнĕ таран ăшă сăмахпа е ĕçпе пулăшма тăрăшатчĕ, чиркÿ ĕçĕшĕн чунне пама хатĕрччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ун хисеплĕ ятне чăваш çĕрĕнчи Турра ĕненекенсемпе чиркÿ çыннисем ырăпа çеç тав туса асăнаççĕ, чунĕшĕн Турра кĕл тăваççĕ. Вăл вĕрентсе ăс панă çынсем нума-йăшĕ чиркÿ çулĕ çине тăнă, вĕсем хушшинче священниксемпе манахсем, чиркÿре юрлакансемпе ĕçлекенсем вуншарăн шутланаççĕ.

Ыр кăмăллăхпа ĕненÿ, юратупа шанчăклăх ĕçне вăл чунтан тăрăшса, мĕн виличченех Турă ячĕшĕн туса пычĕ. Канаш хулинчи чиркÿсенче 50 çул хушши хорта юрласа регент ĕçне те ăнăçлă туса пычĕ, чылай çынна юрлама вĕрентрĕ, ачасен вырсарни шкулĕнче те ĕçлерĕ. Турă сăмахне халăх хушшине сарса чăн тĕне çирĕплетме нумай пулăшрĕ.

Елена Терентьевна ăста проповедник-катехизатор пулнă. Çавăнпа та вăл тĕрлĕрен тĕл пулусене хутшăнса халăх умĕнче тухса калаçни те, Канаш телевиденийĕ урлă Христос тĕнĕ çинчен калаçу ирттернине те çынсем халĕ те астăваççĕ-ха.

Çакăн çинчен каларĕ те Тăрăнти пытару кĕллинче вăл вĕрентнипе священник ĕçне суйласа илнĕ Анатолий протоиерей, Мускав хулинчи пĕр чиркÿ настоятелĕ. Матушкăн сăваплă ĕçĕсене Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Сергий атте те ырăпа асăнчĕ. Ку тĕнчерен куçса кайнă Турă çыннине юлашки çула ăсатма Чăваш республикин тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă 10 священник, Канаш хулинчен килнĕ ĕненекенсемпе чиркÿ çыннисем, тăванĕсемпе ял халăхĕ йышлăн пуçтарăнчĕç, ун канлĕхĕшĕн çурта çутса ушкăнпа кĕлĕ турĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика