Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнтарать çынсене почтальон

30 июля 2011 г.

Кашни çын хăй пурнăçĕнче вĕренсе тухса професси илме тăрăшать. Час-часах атте-анне, аппа, пичче алла илнĕ ĕçсене кĕçĕнреххисем малалла тăсма тĕллев лартаççĕ. Тăрăн ялĕнчи Михеевсен çемйинчен икĕ хĕрĕ те почтальон профессине суйласа илнĕ. Аслă аппăшĕ Альбина ĕçе юратса ĕçленине кура Марина Петровнăн та çак çулпах утас шухăш çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсанах вăл зоотехник профессине алла илнĕ. Пĕр çул Тăрăн ферминче лаборантка пулса ĕçлет. Çапах та почтăра вăй хурас кăмăл хăйĕннех çĕнсе илет. 1996 çул ака уйăхĕнче вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлать. 1989 çулта Треньел ялне качча килет. Николай Александровичпа Марина Петровна Положинсем ывăлпа хĕр пăхса ÿстереççĕ. Аркадий Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта вăй хурать. Çавăн пекех Йошкар-Олари вăрман университетне вĕренме кĕрес кăмăлĕ пур унăн. Регина 2011 çулта Канашри педколледж дипломне илчĕ. Хусанти аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленет.

22 çул пĕрле пурăнса килĕшÿллĕ мăшăр çурт-йĕр çĕкленĕ. Положинсен пахчаçимĕçĕ те аван çитĕнет. Кил-хуçалăхра 2 ĕне, пăру, хур-кăвакал усраççĕ. Николай Александрович пушар хуралĕнче водитель пулса ĕçлет. Ял халăхне те пахча çимĕç акма нумай пулăшнă вăл.

Почтальонка ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Çапах та Марина Петровна 15 çул ĕнтĕ çак ĕçре. Тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă, чăтăмлă пулнишĕн 2011 çулта М. Положина “Районти чи лайăх почтальон” ята тивĕç пулчĕ.

Треньел ялĕнчен 54 çемье “Авангард” хаçата темиçе çул çырăнса илеççĕ. Уйрăмах Захаровсен, Кошкинсен, Игоровсен çемйисем район хыпарçине юратса вулаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика