20 июля 2011 г.
Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тăрăнти культура çуртĕнче чăваш поэчĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ И.Думилин çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Илья Петровичăн хĕрĕ Нина Ильинична ывăлĕн çемйипе, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи поэт, Чăваш Республикин искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕ, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Светлана Асамат композитор-юрăç, пирĕн ентеш, Шупашкарти “Кĕрсе тух” лавкка директорĕ Александр Самакин предприниматель, тăванĕсем, ял-йыш, Тăрăн ял поселенийĕн пуçлăхĕ Константин Михеев хутшăннă. Культура çурчĕн ĕçченĕсем, вĕренекенсем И. Думилин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, Илья Петрович çырнă сăвăсенчен хывнă юрăсене шăрантарнă.
31 çул çеç пурăнса ĕлкĕрнĕ Илья Петровичăн кĕске ĕмĕрĕ районта киномеханикра ĕçленипе тата пичетпе тÿрремĕнех çыхăннипе палăрса тăрать. Литература енне унăн уйрăм туртăмсем пулнă. Пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем 1928 çулта “Сунтал” тата “Хатĕр пул” журналсенче пичетленнĕ. Чи паха ĕçĕсем поэтсен пĕрлехи «Сердце» пробитое пулей”, “До последней капли” пуххисенче тата “Хумсем” сборникра пичетленнĕ. Илья Петрович 1942 çулта Сталинград патĕнче вилнĕ. Ăна 1962 çулта СССР писательсен Союзĕн членне илнĕ.
И.Думилин сăввисенче–тăван ен, çĕр-шыв юратăвĕ, малашлăха шанни,тăшмана курайманлăх тата ытти те.
Мероприяти И.Думилин пурăннă пÿрт патне чечек хунипе вĕçленнĕ. Унта 10 çул каярах мемориал хăми вырнаçтарнăччĕ. Çуртра Шупашкар–Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр округĕн Благочиннăйĕ пулнă Анатолий протоиерейĕн çемйи пурăнать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)