Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем – районăн «ылтăн» тĕревĕсем

16 июля 2011 г.

Çемье вăл – пĕр пĕчĕк патшалăх, çĕр-шыв шăнăрĕ. Çакна шута илсе Раççейре 2008 çултанпа утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Районти Мăшăрлантару керменĕнче те çак кун пĕрле 55, 50, 20 çул пурăннисене саламларĕç, район территоринче çуралнă икçĕрмĕш ачана регистрацилерĕç, амăш капиталĕн тата çĕр пайĕн сертификачĕсене пачĕç. Уяв “Юратупа шанчăклăхшăн” медале сумлă лару-тăрура панинчен пуçланчĕ. Ку медале пирĕн районти икĕ çемье – Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Федоровичпа Евдокия Васильевна Ягуповсем тата Тутар Сăкăтĕнчи Арифулла Ахмедулловичпа Сания Муслихановна Халитовсем – илме тивĕçрĕç (ÿкерчĕкре).

Ягуповсем пĕр çемье çулĕпе 33 çул утаççĕ, 4 ача пăхса ÿстернĕ: 3 хĕр те 1 ывăл. Хĕрĕсенчен пĕри, Ирина, республика, Раççей, тĕнче шайĕнче те палăрнă. Вăл маунтинбайк енĕпе Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ.

Халитовсем 52 çул пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнаççĕ. Вĕсен 5 ача, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Арифулла Ахмедуллович 39 çул шкулта педагогра ĕçленĕ, тăван ялĕн историне тĕпченĕ.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов Ягуповсемпе Халитовсене ăшшăн саламласа, вĕсем пуриншĕн те тĕслĕх иккенне палăртса “Юратупа шанчăклăхшăн” медале пачĕç. Çавăн пекех Светлана Александровнăпа Николай Иванович аллинчен Патăрьелĕнчи Николаевсем тата Алманчăри Егоровсем çĕр пайĕ панине ĕнентерекен сертификата илчĕç.

Савăнăçлă мероприятире районти икçĕрмĕш ачана регистрацилерĕç. Кивĕ Ахпÿртри Алексей Юрьевичпа Вера Олеговна Наумовсем хĕрĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш документа илчĕç. Сăмах май, Даринăн кукамăшĕпе кукашшĕ шăпах çак кун 20 çул каялла мăшăрланнă.

Патăрьелĕнчи Александр Ильичпа Зинаида Викторовна Махмутовсемшĕн те утă уйăхĕн 8-мĕшĕ чылайлăха асра юлĕ. Вĕсем мăшăрланни 55 çул çитнĕ. Çак ялти Николай Васильевичпа Лидия Николаевна Пыркинсем, Нăрваш Шăха-лĕнчи Владимир Ильичпа Елена Ивановна Аксаковсем, Сăкăтри Константин Павловичпа Надежда Николаевна Тинюковсем ылтăн туйĕсене паллă турĕç. Алманчăри Аркадий Андреевичпа Серафима Николаевна Дружининсем те уява хутшăнчĕç. Вĕсем килĕштерсе 52 çул пурăнаççĕ. Пĕлтĕр “Юратупа шанчăклăхшăн” медале илме тивĕçнĕ. Кăçал Серафима Николаевна Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ “Эпĕ – анне” конкурса хутшăннă. Вăл “Ырă тĕслĕхлĕ аннесемшĕн” номинацире çĕнтернĕ. Çавăн пекех Тутар Сăкăтĕнчи М.Хафизова та асăннă номинацире мала тухнă. П.Логунова та “Эпĕ – анне” конкурсра диплом илме тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика