09 июля 2011 г.
Илья Петрович Думилин 1911 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăрăн ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Туçари хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Ачаранах сăвăсем вулама юратнă, хăй те çырма тытăннă. 1928 çулта унăн “Митта Ваçлейне” сăвви “Канаш” хаçатра пичетленсе тухнă. Çавăн пекех ял пурнăçĕ çинчен çырнă заметкисем те кун çути курнă. Çапла вара хавхаланса çамрăк сăвăç, ялкор Шупашкара çул тытнă. Ăна “Канаш” редакцине ĕçе йышăннă. Ял-хула ĕçченĕсене тÿрремĕнех вулакан умне кăларас тесе Илле Думилин сахал мар очерк çырнă. Калавсем калăплассипе те палăрма тăрăшнă хастар çыравçă. “Кĕрхи чечексем”, “Мĕншĕн савăнать Абдул;” калавсене Илле Думилин вĕренчĕкле çырнă тесе шутлать хăш-пĕр литературовед. Хастарлă çамрăк тĕнче курма, ăс пухма тесе Инçетри Çурçĕре тухса кайнă. Унта пилĕк çуллăх стройкисемпе паллашнă. Сулмаклă сăвăсем çуралнă. 1934 çулта Чăваш кĕнеке издательстви унăн сăввисемпе поэмисен пуххине “Хумсем” ятпа кăларнă. Унăн сăввисем илемлĕ те тарăн содержаниллĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Чи малтанах Илле Думилин сăввисене тапхăр ыйтнă пек çырма тăрăшнине палăртма кăмăллă. Вĕсене вуласан, 30-мĕш çулсенчи ял тата хула ĕçченĕсен сăнарĕсем куç умне яр уççăн тухса тăраççĕ. “Ĕç кĕвви”, “Лайăх марш”, “Çĕнтерÿ анчах илем-мĕн”, “Хаваслăх çырăвĕсем”, “Пирĕн ял”, “Чипер аппа”, “Каçхи Шупашкар” тата ытти çавăн йышши темăллă сăвăсене паян та киленмесĕр вулама çук.
Пултарас-тăк ĕçлемешкĕн – Юрлама та пултарам, Çĕр-шыва ăнса ÿсмешкĕн Пулăшам вăй пур таран, – тесе çырнă вăл пĕр сăввинче. Илле Думилина хулари хĕсĕк пурнăç килĕшмен. Унăн чунĕ ял пурнăçне, унăн сарлака уй-хирне, симĕс тумлă вăрмана, шăнкăрти юхан шывлă улăха кăмăлланă. Пĕр вăхăт вăл район хаçачĕн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ. Кайран вара ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Шăхач тата Кивĕ Эйпеç шкулĕсенче çав вăхăтра вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ те, директор та пулнă.
1941 çулта фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва хирĕç вăрçă пуçласан Илья Петрович Думилин та фронта кайнă. Унăн, нумаях пулмасть çемье çавăрнă çамрăкăн, юратнă мăшăрĕнчен уйрăлма тивнĕ. Çав вăхăтра арăмĕ йывăр çын пулнă. Фронта çитсен, поэт пулас ача амăшне сăвăпа та пулин лăплантарас шутпа ятарласа хĕр юрри çырса панă. “Салтак тÿмисем” ятлă вăл. Эпĕ çав юрра илемлетрĕм. Юрă халĕ те аванах янăрать.
Çав сăвва çырса Илле Думилин çамрăк мăшăрĕн кăмăлне уçас тенĕ. Часах вĕсен хĕр ача çуралнă. Ăна Нина тесе чĕннĕ. Анчах хĕрĕн ашшĕпе курнăçмасăр ÿссе çитĕнме тивнĕ. Вăл Сталинграда хÿтĕлесе 1942 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Ялти шкул хыççăн Нина институтран вĕренсе тухнă, Шупашкарта инженерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă.
Пирĕн ял çыннисем Илья Петрович Думилина асрах тытаççĕ, унпа тивĕçлипе мухтанаççĕ. Ăна “Тăрăн ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят парса та чысланăччĕ.
Илья Думилина писательсем те хисеплеççĕ. Унăн сăввисене пĕрлешÿллĕ сборниксене, шкул учебникĕсене, поэзи онтологийĕсене кĕртеççĕ. Вăл çырнисене вырăсла куçарса та кăлараççĕ. 2005 çулта Сталинградра çав хулашăн çапăçса вилнисен сăввисене кĕнеке туса пичетленĕччĕ. Унта И. Думилинăн сăввисем те пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)